Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЕНЧЕН ТЕ ЛАРТСА КИЛМЕН ПУЛСАН...

Халăх пăсăлчĕ, тимсĕр, чунсăр çынсем нумайланчĕç тетпĕр. Ку çаплах пуль. Çĕрĕн-кунĕн  тенĕ пек укçашăн, пуянлăхшăн антăхакан çыннăн, тĕрĕссипе, ырăлăх-пархатарлăх туйăмĕсем темшĕн сĕвĕрĕлеççĕ. Вăл вăйсăррине, чирлекене, инкеке лекнине т. ыт. те асăрхайми пулать... Юрать-ха, пирĕн хушăра ырă кăмăллă, теприн хуйхи-суйхине хăйĕн чĕри  çывăхне илекен çынсем те пĕтмен-ха. Вĕсенчен пĕрин çинчен каласа кăтартасшăн. Тÿрех пĕлтерем: вăл нимĕнле паттăрла ĕç те туман, анчах ăшă сăмаха тивĕçлĕ.

Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче, каçхине çичĕ сехет тĕлнелле, хамăн ĕçпе Вăрнарти чукун çул вокзалне çитсе килмелли тупăнчĕ. Кунта тахçантанпа лайăх паллакан çынна - Шĕнер Ишекре çуралса ÿснĕ Владимир Романова - тĕл пултăм. Вăл унччен Вăрнарти нефтебазăра ĕçлетчĕ, халĕ Канашра бензовоз водителĕнче вăй хурать.

- Инçете кайма тухрăн-и; - пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн ыйтрăм эпĕ.

- Ниçта та каймастăп-ха, çак шĕвĕрккене Çĕмĕрлене лартса ярасшăн, - терĕ вăл, хăйпе юнашар тăракан арçын ачана пуçĕнчен шăлнă май. Вокзала анчахрах çитнĕ-мĕн вĕсем.

Акă мĕн пĕлтĕм. В.Романов, хăйĕн çăмăл автомашинипе Канашран ĕçрен таврăнаканскер, хайхи ачана Ямаш вăрманĕ патĕнчен лартса килнĕ. Иртекен кашни машина умĕнче алă çĕкленĕ, чарăнма ыйтнă вăл. Анчах водительсем ун умĕнчен вăшт та вашт кăна шăхăрса иртнĕ. Владимир вара кĕç-вĕç йĕрсе ярасла ача умĕнче чармасăр иртеймен. Лешĕ хăйĕн хуйхи-суйхи  пирки пĕлтернĕ.

Унăн Çĕмĕрлене çитмелле-мĕн. Тăххăрти Рома Шупашкарта пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ ăна Çĕмĕрлери кукамăшне çĕр улми кăларма пулăшма кайма хушнă пулнă. Укçине билет туянмалăх кăна панă. Анчах арçын ача йăнăшпа Канаша каякан «ГАЗеле» кĕрсе ларнă. Халиччен пулса курман хулана çитсен вăл хăраса ÿкнĕ. Кукамăшĕ патне мĕнле çитмелле; Çумра пĕр пус та çук. Хайхискер çынсенчен Çĕмĕрлене хăш еннелле каймаллине ыйтса пĕлнĕ. Çапла, выçăскер, ир пуçласа  каçчен асфальт çулпа утса, Ямаш вăрманĕ тĕлне çитнĕ. Çак хушăра вуншар-çĕршер машина хыççăн ăмсанса пăха-пăха юлнă вăл. Шел, пĕр водитель  те чарман. Тен, пĕри те тепри Çĕмĕрлене çитиех кайма пултарнă-çке.

Кĕçех Хусантан Чулхулана çÿрекен электричка килмелле. Кассир пĕлтернĕ тăрăх, унăн çитес  чарăнăвĕ Çĕмĕрле станцийĕнче пулать-мĕн. Владимир пĕчĕк çулçÿревçĕне билет, çавăн пекех ĕçмелли-çимелли  туянса пачĕ. Электричка çитрĕ.

- Пĕрремĕш чарăну - Çĕмĕрле, санăн унта анмалла, - тепĕр  хут асилтерсе арçын ачапа сывпуллашрăмăр.

- Пысăк тав сире, - салхуллăн пулин те кулса илчĕ Рома. - Кукамай вокзалтан инçех мар пурăнать. Хăвăртрах çитесчĕ...

Ирĕксĕрех темĕн тĕрлĕ ыйту çуралать. Енчен те Владимир Романов та ыттисем пекех машинине чарман пулсан, çак  ача каçа хирĕç ăçта çитсе тухатчĕ-ши; Кукамăшĕ ăна йĕркеллех кĕтсе илчĕ-ши; Ача ашшĕ-амăшне те ятлас килет: пĕчĕкскерне инçе çула мĕншĕн пĕччен кăларса ямалла пулнă;

Юлашкинчен çакна каласшăн. Кăçал - Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çапах та ырă, пархатарлă ĕçсене пĕр-пĕр тапхăрта кăна тунипе çырлахас марччĕ, вĕсем малашне те, яланах пулса пыччăр. Çынна ырă туни сăваплă. Ырă туни ырăпа таврăнать. Ырă ĕçе укçапа виçмеççĕ, вăл ылтăнран та хаклă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;