Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ эрнере шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче пай пуçлăхĕ çумĕнчи канашлу иртнĕ, унта кăçалхи тăхăр уйăхри оперативлă служба ĕç-хĕлне тишкернĕ. Канашлу ĕçне ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ милици полковникĕ Л.Шпак тата пай кураторĕ милици майорĕ М.Семенов  хутшăннă.

Шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче йĕркелĕхе тата обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе, граждансен прависене хÿтĕлессипе, саккуна пăсас текенсем преступленисем тăвассине асăрхаттарассипе мĕнле тимленипе пай пуçлăхĕ Ф.Тимофеев паллаштарнă. Тĕпрен илсен, районта оперативлă лару-тăру  лайăх пулнине палăртмалла. Сотрудниксем мĕнле ĕçлени кăтартусемпе яруççăн çирĕпленет. Чăнах та, преступноçпе кĕрешессине тивĕçлĕ шайра йĕркелени, министерство хушăвĕсене вăхăта çухатмасăр туллин пурнăçлани  паха «çимĕç» панă. Акă, кăçалхи çак тапхăрта пĕлтĕрхипе  танлаштарсан преступленисен пĕтĕмĕшле хисепне 31,1 процент чакарма май килнĕ (324 тата 470). Асăнса хăвармалла, киревсĕр ĕçсене уçса парассипе 78,4-ран 83,9 процента çити ÿстернĕ. Çавăн пекех уйрăмах йывăр преступленисен (6 - 4), йывăррисен (70 - 40), вăтам йывăррисен (149 - 91), йывăрах маррисен (245 - 189) шучĕ сахаланнă. Киревсĕр ĕçсем самай чакни, тĕпрен илсен, ют пурлăха çаратнă, çынсене улталанă, кĕсье телефонĕсем вăрланă тĕслĕхсем тата ытти  преступленисем унчченхинчен сахалрах пулнипе çыхăннă. Ф.Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче дача çурчĕсене çаратнă тата вăрă-хурахла тапăннă тĕслĕхсем пачах та регистрациленмен. Çавăн пекех хĕç-пăшалпа, пемелли тата сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса преступлени тунă тĕслĕхсем пулман. Шел те, кăçалхи 9 уйăхра икĕ çынна сĕмсĕррĕн вĕлернĕ, ку тискерлĕхсене милици сотрудникĕсем çийĕнчех уçса панă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ĕçченĕсен тивĕçĕсенчен пĕри - обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе тытса пырасси. Акă, вĕсенче эрех-сăра ĕçекенсене е ÿсĕр çÿрекенсене кăна 1569 çынна административлă явап тыттарнă. Маларах судпа айăпланнă, вăхăт çитиччен ирĕке кăларнă çынсене профилактика тĕллевпе тĕрĕслессине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессине халăх дружинисене те туллин явăçтарнă.

Ÿсĕмсемпе танах ĕçре пĕчĕк çитменлĕхсем те çук мар. Пай коллективĕ вĕсене пĕтерес, результатсене татах та лайăхлатас тĕллевпе кирлĕ мерăсем йышăнассине пĕлтернĕ Ф.Тимофеев. Канашлура çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕсен пуçлăхĕсем тухса калаçнă, пурнăçланă ĕçпе тата умри тĕллевсемпе паллаштарнă.

Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, министр заместителĕ Л.Шпак та, тĕп куратор М.Семенов та вăрнарсен ĕçне аван хак панă, оперативлă служба ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕлĕшпе коллектив умне çивĕч задачăсем лартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;