Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КамАЗпа çапăннă

Шел, анчах хаçат страницисенче çул çинче инкексем пулса иртни, вĕсенче çынсем вилни пирки çине-çинех çырма тиврĕ. Акă, çак кунсенче те, октябрĕн 10-мĕшĕнче, «Калинино - Çĕмĕрле» автоçул çинче тепĕр инкек çырăннă, вăл хальхинче те синкерлĕ вĕçленнĕ. Калинино салинчен тухнă вырăнта ВАЗ-2110 автомашина хирĕç çул çине тухса КамАЗпа çапăннă. Çăмăл машинăна Калининăра пурăннă çамрăк тытса пынă. Шел, анчах ăна тухтăрсем çăлса хăварайман.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет тĕлĕнче такам Айкăшри А.-н çуртне саккунсăр майпа кĕнĕ, 78-ти хĕрарăма хăратса уççăнах 4120 тенкĕ вăрласа тухнă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем, «вĕри йĕрпе» кайса, вăрă-хураха тытса чарма пултарнă. Вăл ку ялтах пурăнакан (урăх вырăнта çуралса ÿснĕскер), ниçта та ĕçлемен И. пулни палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;