Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурпĕрех явапран хăтăлайман

РФ прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен следователĕ 1-мĕш класлă юрист.

 

 

Паянхи кун этем пурнăçĕ ытла та шутра мар-çке. Хăрушă вĕт: пĕр-пĕрне çаратаççĕ, пусмăрлаççĕ, вĕлереççĕ. Этем ятне тивĕç мар, нĕрсĕр çынсем мĕн сăлтавпа çут тĕнчене килеççĕ-ши; Шел пулин те, тĕл пулаççĕ вĕсем пирĕн хушăра. Нумай чухне хаяр шĕвексем усал витĕм кÿни яруççăн курăнать: пĕр преступлени кăна мар çак сăлтавпа пулса иртет. Çĕр чăтайми çылăха  кĕреççĕ вĕт хăшĕ-пĕрисем - хăйсем пекех çут тĕнчене пурăнма килнĕ çынсене çак пурнăçран пĕр шелсĕр уйăраççĕ. Çакнашкал право кам панă-ши вĕсене;

Пĕлтĕрхи май уйăхĕн 29-мĕшĕнчех, акă, Уравăш салинче ытла та ирсĕрле (урăхла нимле те калаймăн) преступлени пулса иртнĕ. Çак кун 45-ри А. (Вăрнар çынни) хăйĕн вилнĕ амăшĕн Уравăшри кил-çуртĕнче пулнă. Эрехне те самаях сыпкаланă курăнать, киревсĕр ĕçе ÿсĕрле пурнăçлани паллă.

Çапла, çак синкерлĕ кун арçын амăшĕн килĕ умĕнче тем сăлтавпа И.-пе вăрçăнса кайнă, харкашма тытăннăскерсем пĕр-пĕрне темле сăмахпа та хăртса пĕтернĕ. Мĕн пайлайман-ши ĕнтĕ иккĕшĕ, анчах харкашу вăй илсех пынă, кĕрешĕве куçнă. Çынна хĕненине, унăн сывлăхне сиен кÿнине ăнланман мар вĕт А., çапах та урмăш кăмăлне чарайман. Пĕрре çапнă вăл И.-не, тепре... - тукмак пек аллисем суран хыççăн суран хăварнă  хĕн куракан арçын кĕлетки çинче. Çук, чарăнма шутламан вăл... Ытларах хур тăвас тесе арçынна çĕклесе пенĕ. И.-н суранĕсене асăнса та пĕтереймĕн, вĕсем пурнăçшăн питĕ хăрушă пулнă. Çакнашкал тискер хĕненĕ хыççăн унăн организмĕ чăтайман, вăл кĕске вăхăтрах преступлени вырăнĕнчех вилсе кайнă. Киревсĕр ĕç «йĕрĕсене» пытарас шухăш тытнă А., И.-н виллине çурăм çине хурса çырманалла йăтса кайса хунă. Апла пулин те явапран тарса хăтăлайман, саккун аллине лекнĕ.

Çапла майпа, 45-ри А. РФ Уголовлă Кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче палăртнă преступленишĕн айăпланать. Вĕренĕн те вĕçĕ пур теççĕ. Саккуна пăсни те ахаль иртсе каймасть, çынна вĕлернĕшĕн вара çирĕп явап тытма тивет.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;