Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул ачисем ăмăртăва тухрĕç

Сывă ача вĕренÿре те пысăк ÿсĕмсем тăвать, тантăшĕсем хушшинче хăйне хăюллăрах тытать, унăн интересĕсем те тĕрлĕ енлĕ. Сывлăх вара чи малтанах - спорт, физкультура, сывă пурнăç йĕрки. Çакна эпир яланах асра тытатпăр, ачасене вăй-хал енчен çирĕпленме, ÿт-пĕве тĕреклетме пĕтĕм майсем туса пама тăрăшатпăр. Калининăри вăтам шкулта, акă, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ăмăртусем, вăйăсем час-часах иртеççĕ. Хăйсен сывлăхне усă кÿнипе пĕрлех вĕренекенсем тăван шкул ят-сумне те çÿле çĕклеççĕ – районти ăмăртусенче те вĕсем яланах малтисен йышĕнче.

Нумаях пулмасть, Калининăри шкул ачисем пурте туслăн «Ылтăн кĕркунне» кроса хутшăнчĕç - 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем пĕтĕмпе 278 ача. Ăмăрту дистанцийĕсем иккĕ пулчĕç: кĕçĕн классенче пĕлÿ пухакансем - пĕр çухрăм, аслисем виçĕ çухрăм чупрĕç. Калас пулать, ăмăртуçăсем питĕ маттур тупăшрĕç, пурте лайăх вăхăт кăтартма тăрăшрĕç. 1-мĕш класра вĕренекенсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем, акă - Эдик Быковпа Даша Горбачева, 2 - 3 классенче чи маттуррисем - Дима Козловпа Лена Михайлова. 4 - 5-мĕш класра пĕлÿ пухакансенчен хăйсен дистанцине чи малтан Саша Галкинпа Оксана Платонова чупса тухрĕç. 6 - 7-мĕш классенче вĕренекенсенчен чи хăвăрт чупакансем -  Софрон Ржановпа Настя Петрова, 8 - 9-мĕш классем хушшинче Гриша Егоровпа Лена Иванова пулчĕç. Çавăн пекех 10 - 11-мĕш  класри ачасенчен Федя Виноходовпа Надя Репина çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç.

Пĕтĕмĕшле командăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăнсем çапла пайланчĕç: кĕçĕннисен йышĕнче - 2 «а» класра,  аслисенчен 7 «а» класра вĕренекенсем мала тухрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;