Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТĔРЛĔ ТУРНИРТАН - БРОНЗА МЕДАЛЬСЕМ

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем ку хутĕнче Красноармейски салинче пуçтарăннă. Нефть промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий  Иванович Слукинăн парнисемшĕн кавир çине Атăлçи федераци округĕнчи чи вăйлă спортсменсем тухнă. 300-е яхăн кĕрешÿçĕ хушшинче - Чăваш ен, Тутарстан, Мордва, Мари Эл, Ульяновск хĕрĕсемпе каччисем.

Турниртан вăрнарсем тăватă бронза медальпе таврăннă. Вĕсене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, унăн Пăртасри тата  Мăн Явăшри филиалĕсенче вĕренекенсем - Ирина Львова, Таня Кондратьева, Николай Галкин тата Марина Скворцова - çĕнсе илнĕ. Тренерĕсем - Виталий Трофимов, Юрий Львов, Андрей Степанов.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди вара Шупашкарта çуллахи полиатлон енĕпе призыв çулĕчченхи çамрăксем хушшинче иртнĕ олимпиадăра бронза призер пулса тăнă.

100 тата 3000 метр чупса, пăшалтан персе тата граната ывăтса призлă вырăнсене çĕнсе илессишĕн пĕтĕмпе 20 команда тупăшнă. Вăрнарсен командинче - пулас технологсемпе ветеринарсем, агрономсем: Сергей Политов, Мефодий Павлов, Игорь Логачев, Александр Карзаков, Владимир Захаров, Анатолий Шишкин тата Александр Козлов.

Командăна С.Политовпа М.Павлов уйрăмах малалла туртнă. 3 километрлă дистанцие Сергей пĕрремĕш, Мефодий иккĕмĕш чупса тухнă. А.Козлов пăшалтан перессипе палăрнă.

Çакна та палăртса хăварма кăмăллă: уйрăмшар зачетра Сергей Политов тивĕçлипе кĕмĕль медаль çĕнсе илнĕ.

Командăна ăмăртăва Александр Созонов, Галина Павлова преподавательсем, Юрий Тикинев тренер хатĕрленĕ.

Иртнĕ шăматкун ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртнĕ чупăва та хутшăннă. Хăйсен ушкăнĕнче çиччĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;