Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрлĕ вăхăтпа халăх çыхăнăвĕ

Виçĕмкун районти историпе краеведени музейĕнче «Çулçÿревсен географийĕ» ятпа фотовыставка ĕçлеме пуçларĕ. Унăн авторĕ - Мускав çыравçи, историк, философ, Инди культурин çыхăнăвĕсен обществин членĕ Зиновья Душкова.

Пирĕн хушă хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех, туллин творчествăна кăна халаллакансем тем тесен те шутлă кăна. Çакнашкал çынсен ĕçĕ чăнахах паттăрла. Вĕсем этемлĕхе илемлĕх, ăнлану, юрату туйăмĕсене хываççĕ, çĕр çинчи çак чи хаклă пуянлăха сарассишĕн тăрăшаççĕ. Зиновья Васильевна Душкова шăпах çак çынсенчен пĕри.

Молдавире çуралнăскершĕн чăваш çĕрĕ те ют мар. Ир тăлăха юлнăскер, Вăрмар районĕнчи тăванĕсем патĕнче çитĕннĕ. Ачалăхри пĕчченлĕхе çĕнме ăна пурнăçа, тăван тавралăха юратни çав тери пулăшнă. Çавăнпах пулĕ пĕр ĕмĕт-тĕллев унра самантлăха та сÿнмен - çынсене ытларах та ытларах юрату парнелесси, нуша тÿсекенсене пулăшу алли тăсасси. Пурнăçри йывăр ыйтусене пĕртен-пĕр канашçă тата сĕнÿçĕ - кĕнеке - пулăшнипе татнă. Аслă философсемпе ăсчахсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Вĕсен ăслăлăхĕ Зиновья Васильевнана хăйне те кĕнеке çырма хавхалантарнă - 1992 çулта «Пробуждение истока» пичетленсе тухнă. 1995 çулта Юратупа Ăслăлăх сăпкине - Индие, аслă вĕрентÿсемпе çветтуйсен çĕршывне - çитсе курнă. Хыççăн çĕнĕ ĕçсем çуралнă, палах, çĕнĕ çулçÿревсем те: Япони, Китай, Израиль, Египет, Монголи, Тибет, Итали, Франци...

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче шăпах çак творчествăлла çулçÿревсенчи сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă та. Вĕсенчен ытларахăшне Сергей Козловский ÿкернĕ.

Куравăн пахалăхĕ акă мĕнре - вăл тĕрлĕ вăхăт тата тĕрлĕ халăх культурин хаклă ахах пĕрчисене пĕр тĕрре пуçтарать. Сăн ÿкерчĕкĕсем чăннипех чаплă: куçа тыткăнлаççĕ. Вĕсем çĕр çинчи мĕнпур халăха çывăхлатаççĕ - пурте телей, юрату тата илем патне туртăнаççĕ-çке. Рамăсенчен мăнаçлăн пăхакан мăнастырьсем, пĕлĕтелле кармашакан тусем, асамлăхпа тулнă юханшывсем... - пĕтĕмпех çветтуй вырăнсем. Зиновья Душкова кашнин ĕмĕтне çывăхлатать, унăн çулçÿревне çутатакан ÿкерчĕксем, документаллă кадрсем тĕрлĕ легендăна хывăннă, вăрттăнлăхсене пытаракан çак вырăнсене «çитсе курма» май параççĕ те.

Уйрăм стеллажра - Зиновья Васильевнан авторла кĕнекисем. Вĕсем пурте - философипе этика содержаниллĕ. Çутлăх кĕртекен кĕнекесем - çапла хаклаççĕ З.Душкован творчествине. Тарăн шухăшлă, юратупа тата савăнăçпа тулнă произведенийĕсем Раççейре çеç мар, ун тулашĕнче те паллă.

Çак курав пирĕн пата Мускавпа Париж хыççăн килсе çитнĕ. Паллах, ун пуянлăхне, вĕрентÿлĕхне сăмахпа туллин калама та, çырса пама та май çук. Унта çитсе курни темрен паха. Виçĕкун кунта акă Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Шупашкар хăнин Татьяна Анисимовна Асламасăн курав çинчен тĕлĕнмелле калавне тимлесе итлерĕç, ырăлăх çинчен видеосюжет пăхрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;