Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тупăш илес тесен

Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче «2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцин, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесе тăрасси çинчен» пилĕк çуллăх программăна пурнăçлассипе  тĕллевлĕн тимлеççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра 4375 тонна аш, пĕлтĕрхинчен 3 процент ытларах, туса илнĕ. Вăл шутра ял хуçалăх организацийĕсенче - 1575 тонна (98,5 процент) «Хлебороб», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Луч», «Юнтапа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Мураты» кооперативсенче  аш пĕлтĕрхинчен ытларах туса илнĕ. Уйрăм  хушма хуçалăх тытакансем ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ: плана 106,1 процент пурнăçланă.

Пĕлтĕрхи сакăр уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 22344 тонна сĕт туса илнĕ пулсан, ку çулти çак тапхăрта - 23129. Вăтам сăвăм - 2662 килограмм. Иртнĕ çул вара авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен 2510 килограмм сĕт суса илнĕ.

Продукцие Вăрнарти, Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Канашри, Красноармейскинчи сĕт завочĕсем пурĕ 35,8 тонна туяннă.

Районти ял хуçалăх организацийĕсенчен пĕр «Янгорчино» кооператив кăна халăхран сĕт туянассипе тимлет. Ĕç кăтартăвĕ - 114,4 тонна е 2007 çултинчен 19 процент нумайрах. Кооперативăн сĕт-çу ферминче 282 пуç ĕне тытаççĕ.

Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 19468 пуçа çитнĕ. Район, агропромышленность комплексĕн аталанăвне хушма хуçалăх тытакансем сумлă тÿпе хывни витĕрех курăнать: вĕсем мăйракаллă шултра выльăх хисепне 101 процент, лашасен йышне 105, 6 процент ÿстернĕ. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытма çăмăл мар. Утти-улăмĕ пайтах кирлĕ. Хастаррăн ĕçлекенсене - пысăк чыс. Вĕсен ачисем те тăрăшуллă ÿсеççĕ: эрнере 3-5 кун таранах касу пăхăççĕ. Çăвĕпех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;