Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уйра ĕçлеттерни вĕрентÿ программине кĕмест

Кĕркунне - ял хуçалăх продукцине пухса кĕртмелли вăхăт. Çавăнпа та халăх уй-хирте пĕтĕм вăйран тăрăшать. Районта кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче, акă, шкул ачисене те пахча çимĕç пухса кĕртме явăçтараççĕ. Анчах çакă вĕсен саккунлă прависене пăсни çинчен пĕлтерме пултарать.

Раççей Федерацийĕн «Вĕрентÿ çинчен» саккунĕн 50-мĕш статйинче çырнипе килĕшÿллĕн, вĕренекенсене, гражданла вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсене вĕрентÿ программинче палăртман ĕçе хăйсен тата ашшĕ-амăшĕсен ирĕкĕсĕр хутшăнтарма юрамасть.

Вĕрентÿ программи тĕрлĕ шайри вĕрентÿ содержанине палăртать, пахча çимĕç пуçтарма явăçтарни вара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденин программине кĕме пултараймасть.

Кунсăр пуçне, сăмах май, паянхи ĕç саккунĕсем вунсакăр çула çитмен ачасемпе çамрăксен ĕçĕпе усă курнине çирĕп йĕркелесе тăраççĕ. Çав шутра - çула çитменнисем валли кĕске ĕç кунне çирĕплетни, вунсакăр çула çитмен ачасене хутшăнтарма юраман ĕç тĕсĕсене палăртасси, вĕсене виçерен ирттерсе тата каçхине, канупа уяв кунĕсенче ĕçлеттерме чарасси тата ытти те (Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 265 - 272-мĕш статйисем).

Вунсакăр çул тултарман ачасемпе çамрăксене ĕç тата вĕрентÿ саккунĕсене пăхăнмасăр ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем çинчен Вăрнар район прокуратурине пĕлтерме пултаратăр. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;