Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанать

Ял хуçалăхне 2008 - 2012 çулсенче аталантармалли Патшалăх программине пурнăçлассипе районта теветкеллĕн тимлени яр уççăнах курăнать. Кăçалхи тăхăр уйăхра, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен ĕçĕ курăмлăрах пулнине палăртмалла.

- Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче сĕт тата аш-пăш туса илесси 101,2 тата 102,7 процент ÿснĕ, - пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов.

Аш туса илессипе уйрăмах килти хушма хуçалăх тытакансем ăнăçлă ĕçленĕ, плана 103,7 процент пурнăçланă. Сĕт туса илес тĕлĕшпе ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем ÿсĕм тунă. Ĕç кăтартăвĕ  6358 тонна е 109,1 процент.

Паллах, ĕне хисепне тăхăр уйăхра тăватă процент ÿстернĕрен сĕт 2007 çулхинчен ытларах суса илнĕ. «Янгорчино» кооператив халăхран 119,8 тонна сĕт туянма пултарнă. Тата ăратлăха лайăхлатассипе тимлени паха «çимĕç» парать.

Сысна ĕрчетессипе тимлекенсен те ĕçĕ курăмлă. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче «чух-чухсене» 20508 пуç тытаççĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра - 19695 пуç пулнă. Сысна ĕрчетессипе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕсĕр пуçне «Кольцовка», «Живица» агрофирмăсем, «Луч» кооператив хытă тимлеççĕ.

Уйрăм хуçалăхсенче лаша ытларах усрама пуçларĕç пулсан ял хуçалăх предприятийĕсенче ут-урхамахсен шучĕ чакнă. Ахăртнех, кооператив-агрофирмăсенче çĕнĕ йышши техникăпа машина-трактор паркне пуянлатасси тĕп вырăнта тăрать. Тепĕр тесен РФ Ял хуçалăх министерстви кăçалхи  çула ресурс перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртмелли çулталăк тесе палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;