Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр ĕçченĕн пăшăрханăвĕ

Кĕçнерникун комисси членĕсем «Юнтапа» кооператива та çитсе курчĕç.

- Эпир техника майлаштарса лартма тытăнайман-ха, - тÿрех пĕлтерчĕ Петр Трифонов ертÿçĕ. - Акă ангара хунă 50 тонна вăрлăх çĕр улмине сутаймарăмăр. Ăна вырнаçтарсан уй-хир карапĕсене ангара кĕртсе лартăпăр.

Хуçалăх тилхепине тытса пыракан уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама çултан çул йывăрланса пынине пытармарĕ. Ара  ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа тимлекенсем йышлăн мар вĕт! «Хуçалăх аталану çулĕпе пытăр тесен вăй питти çынсем кирлĕ. Анчах та çĕршыври чылай училище-техникумра, институт-академире ял валли специалистсем хатĕрлеççĕ пулин те дипломлă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ял хуçалăх предприятийĕсене килме васкамаççĕ, 80 - 90 проценчĕ урăх ĕçе вырнаçать, - калаçăва малалла тăсать ертÿçĕ. - Паянхи  çамрăк çын çĕр хурчĕ пулмастăп тет пулас. Хăйсене вĕрентсе патшалăх сахал мар укçа тăккаланине шута илмеççĕ.

Агропромышленноç комплексĕнче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Механизаторсем - хуçалăхăн тĕп вăйĕ. Петр Трифонов каланă тăрăх, вăл яваплă тапхăр (çураки, вырма...) тытăниччен ик-виç уйăх малтан тракторист-комбайнерсене шырама пуçлать. Лайăх ĕçлекеннисем, ĕçкĕ-çикĕпе аташманнисем - чăн-чăн тупра, ылтăн пекех хаклă Вĕсене ытти хуçалăх ертÿçисем те паллаççĕ. Май пур таран кашниех хăйĕн хуçалăхне илĕртме тăрăшать.

Петр Трифонова çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем, техника хаклă пулни пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах ял хуçалăх таварĕсем йÿнĕ. «Agros – 530» е тата хăватлă урăх комбайна туянас тесен сахалтан 220 пуç выльăх сутмалла», - çирĕплетет ертÿçĕ. - Ĕлĕкрех 5 - 6 пуç вăкăр сутса трактор туянма май пулнă».

Уй-хир ылтăнне  хальлĕхе хуçалăхра сутма палăртман, мĕншĕн тесен хывăх тырăран хаклă пулнипе ниепле килĕшейместĕн.

«Юнтапа» кооперативра лару-тăру кăткăсланса кайнă теме çук паллах. Пĕрчĕллĕ культурăсем те, «иккĕмĕш çăкăр» та начар тухăç паман. Кĕр тыррисене 150 гектар акса хăварнă. Хальлĕхе кĕрхи çĕртме 250 гектар тунă, ку планăн 45 проценчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;