Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПĔЧĔК БИЗНЕСА - АНЛĂ ÇУЛ

Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органĕ, хăйĕн территорийĕнчи ялсенче пĕчĕк бизнеса анлă çул парас тесе, халăхăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерекен цехсемпе хушма-хуçалăхсем уçма, çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса пама, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма тĕллев тытнă.

Паянччен Явăш тăрăхĕнчи çынсем, хуçалăх таварĕсене туянма район центрне е аякри ялсене çÿресе, хаклă вăхăта сахал мар çухатнă. Ку çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрнарта пурăнакан Виталий Григорьевич Львов предприниматель Мăн Явăшра хуçалăх таварĕсене сутакан магазин уçма йышăннă. Çуртне, ĕлĕкрех фельдшерпа акушер пункчĕ пулнăскерне, сутăн илнĕ. Кĕçех унта юсав ĕçĕсем тытăнмалла. Нумай та вăхăт иртмĕ, Явăш тăрăхĕнче пурăнакансем куллен кирлĕ пулакан хуçалăх таварĕсене вырăнтах кăмăлласа туянĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;