Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Поселок малашлăхĕ: мĕнлерех пулĕ?

Мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ Вăрнар поселокне 2025-мĕш çул тĕлне? 17 çул - сахал мар, çак тапхăрта лару-тăру еплерех çаврăнса тухассине калама хĕн. Халăх шучĕ ÿсет-и, çавна май çĕнĕ çуртсем хăпарса лаптăкĕ сарăлса пырĕ-и, тĕрлĕ предприяти-учрежденисемпе йăла объекчĕсем ĕçлеме пуçлĕç-и? Ку кăткăс ыйту. Апла пулин те вăрнар хула поселенийĕн 2025-мĕш çулчченхи аталанăвĕн çул-йĕрĕн генеральнăй планне хатĕрленĕ ĕнтĕ, ку тĕлĕшпе ятарлă урбанистика институчĕ ĕçленĕ. Анчах план поселок пуласлăхне туллин çутатнă-и, çийĕнчех татса памалли ыйтусен хуравĕ пур-и унта, тен, хăш-пĕр хăйнеевĕрлĕхсене шута илмен; Çавăнпа та генеральнăй план проектне тĕплĕн сÿтсе явас тĕллевпе ытларикун, октябрĕн 14-мĕшĕнче район админситрацийĕнче Вăрнар хула поселенийĕн депутачĕсем, тĕп предприятисемпе организацисен представителĕсем, коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тимлекенсемпе электроэнергипе тивĕçтерекенсем тата ыттисем те пухăнчĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă май, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Я.Львов поселокăн 2025-мĕш çулчченхи аталану планĕн тĕп шухăшĕсемпе паллаштарчĕ. Ăна хатĕрленекенсен шучĕпе, Вăрнарăн малашлăхĕ пысăк, тĕрлĕ çитĕнÿсем пулса иртеççĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă; Чи малтанах - район тата поселок ăнăçлă вырнаçнипе, чукун çул станцийĕ пуррипе тата çулсен сечĕ пур енчен те тивĕçтернипе, хăватлă предприятисем аталанса пырса ĕçленипе, çамрăк ĕç ресурсĕсем хушăнса пынипе... Аталану çăл-йĕрне, сăмах май, икĕ тапхăра пайланă: 2015-мĕш тата 2025-мĕш çулччен. Пĕрремĕш тапхăрта, калăпăшлă улшăнусем ирттерессине, пысăк производствăна ĕçлеттерсе ярассине е поселок варрине тĕпĕ-йĕрĕпе çĕнетессине - калăпăр пытарман. Планра - культура çурчĕ çумĕнчи паркăн уйрăм пайĕсене реконструкцилесси, тасатмалли сооруженисен комплексĕсене йĕркене кĕртесси тата ытти те.

Малашнехи 17 çула пĕрлештерекен аталану планне йышăнасси хăвăрт, тĕплĕ шухăшламасăр пурнăçламалли ĕç мар. Çак сăлтавпах ĕнтĕ поселокри предприяти-организаци представителĕсем те проекта сÿтсе явассине активлă хутшăнчĕç. поселок малашлăх вĕсен ĕç-хĕлĕпе тÿрремĕн çыхăннă тесен те йăнăш мар. Чылайăшĕ сĕнÿсене, хушусене çыру евĕр йĕркелесе пачĕ, çакă вĕсене пăхса тухса тĕрĕс йышăнусем тума май парĕ.

Хăш-пĕр сĕнÿсемпе нимле те килĕшмесĕр тăма май çук. Пурăнакансене шывпа тивĕçтерессине, лайăхлатассине, канализаци тытăмне çĕнетессине, кану вырăнĕсем тăвассине, пĕве-кÿлĕсене йĕркене кĕртсе тирпейлĕ тытса тăрассине тимлĕх уйăрмалли уççăн курăнакан пулăмсем. Халăха пахалăхлăĕçлесси шывпа тивĕçтерессипе танах йăла каяшĕсем валли помпан кирли те - «чирлĕ» ыйтусенчен пĕри. Çул-йĕр çинчен те, паллах, манмалла мар: çурран çÿремелли вырăнсене палăртмалла, шăтăк-путăклă çулсене тивĕçлĕ шая çитермелле... Çамрăксем тĕттĕмлĕхе юратаççĕ пулин те, урамсенче, акă, каçхи вăхăтра çутă кирлех.

Çапла, шута илмелли, ĕçлесе çитермелли вырăнсем пур-ха аталану планĕнче. Вăл халлĕхе сÿтсе явмалли тапхăрта шутланать. Генеральнăй плана депутатсен пухăвĕнче йышăнма,  унта проекта хатĕрленĕ институт представителĕсем те хутшăнма палăртнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;