Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Проекта ырланă

Чăваш Республикин Хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин ларăвĕнче Вăрнарта тума палăртнă бассейн проекчĕн эскизне те пăхса тухнă. Ăна министр заместителĕ Михаил Янковский ертсе пынă.

Бассейн физкультурăпа спорт комплексĕнче вырнаçĕ. Çурт тата  территори валли пĕтĕмпе 0,18 гектар çĕр уйăрнă. Проекта «Промстройпроект» тулли мар яваплă общество представителĕ Светлана Буинцева хÿтĕленĕ.

Хула строительствин канашĕ проекта ырланă. Бассейна çитес çул тума тытăнĕç. Республика бюджетĕнче çак тĕллевпе 2009 çула 6 миллион тенкĕ хывса хăварма палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;