Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВИЛĔМСĔР ХАЙЛАВА ХАЛАЛЛАСА

Чăваш халăх культурипе искусствине çутатакан уяв - çапла хакламалла Калининăри вăтам шкулта иртнĕ черетлĕ мероприятие. Ăна чăваш халăх сăмахлăхĕн чи паха традицийĕсене тĕпе хурса çырнă чăн-чăн халăх хайлавне - К.Ивановăн «Нарспи» поэми кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Вĕренекенсем - вырăнти «Нарспипе» «Сетнерсем» çĕкленÿллĕ кăмăлпа вулакан поэма сыпăкĕсем, театрализациленĕ сценкăсем, вăйă картисем... пĕтĕмпех куракансене - шкул ачисемпе вĕрентекенсене, модельлĕ библиотека, клуб учрежденийĕсен ертÿçисене, ял поселени тата  район администрацийĕн специалисчĕсене, сумлă хăнасене - иртнĕ ĕмĕре «тавăрнă», поэма геройĕсен сывлăшĕпе «сывлаттарнă». Артисчĕсем - Аня Ананьева, Коля Афанасьев, Аня Короткова тата ыттисем. Вунпĕрмĕшсем - Люда Афанасьева, Марина Чудакова, Наташа Васильева, Наташа Матвеева поэмăна пĕтĕмĕшле, çавăн пекех çĕнĕ изданисенчи иллюстрацисене тишкернĕ. «Нарспи» Лев Толстойăн «Война и мир» романĕпе танлаштарни те ăнсăртран мар. К.Иванов хăй - вырăссен аслă писателĕсен шайĕнче. Чи çывăххи вара - уявра чăвашлăх туйăмĕ кашнин чĕринче тапса тăни, чăваш сăмахĕсем янăрани. Вĕренекенсем те, учительсем те, директор сăмахĕ те пĕр шухăша тĕвĕленнĕ: «Нарспи» Чăваш литературин чи хаклă произведенийĕ.

Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче те К.Ивановăн творчествипе хĕмленнĕ çынсем сахал мар. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валентина Смирнова акă «Нарспи» оперăн тĕп рольне юрлакансенчен пĕри. Чăваш халăх артистки Анна Кутузова аслă поэт ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕнче вылянă...

Кунта пĕлÿ илнĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ художникĕ,  Чăваш халăх художникĕ Праски Витти акă поэма тăрăх философи картинисен пысăк серине ÿкернĕ. «Нарспин» çĕнĕ изданийĕсенчи ÿкерчĕксен пысăк пайĕ шăпах унăн. Ахальтен мар ĕнтĕ тăван шкулта иртнĕ уявра ăна тĕп жюрине суйланă. Ачасене вăл творчество процесĕнчи хаклă факторсене те уçса панă, кăна вăл çывăх çынсене, уйрăмах аннесене, ĕçе, тăван тăрăха юратнипе çыхăнтарнă. Хăйĕн ĕçĕн вăл е ку элеменчĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарнă.

«Нарспи» поэмăн çĕнĕ издание презентациленĕ çĕре çавăн пекех Чăваш ен Культура министерствин тĕп специалист-эксперчĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Кошкин тата «Самант» журналăн пай редакторĕ Римма Прокопьева та хутшăннă.

Поэма вулакансем, сценка лартакансем, «Нарспие» тĕпчекенсем никам та парнесĕр юлман. Вĕсене Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем тĕнчипе палăрнă художникăн, пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕн Праски Витти аллинчен илнĕ. Шкула вара «Нарспин» 100 çулхи юбилейне халалланă мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн Культура министерстви Раççей ача-пăча писателĕсемпе поэчĕсен чи лайăх произведенийĕсене парнеленĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;