Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«ÇĔНТЕРŸ ÇУЛНЕ» - КАШНИ КИЛЕ, ÇЫРĂНТАРУ ĂНĂÇЛĂ ПЫРАТЬ

Мăн Явăшри  çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсем,  2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассипе куллен тăрăшса ĕçленĕ май, çак уйăхра кăна пичет изданийĕсене 282 экземпляр сарма ĕлкĕрчĕç, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата 34 экземпляр çырăнтарчĕç.

Хаçат-журнал сарас ĕçре Мăн Явăшри Валентина Сармова почтальонка ырă тĕслĕх кăтартать. Вăтам шкулти педагогсемпе курса калаçать-и вăл е пенсионерсене тĕл пулать-и - унăн пирвайхи сăмахĕ тÿрех хаçат-журнал çырăнтарассинчен пуçланать. Кирек кам та хăйĕн ăс-хакăлне хаçат-журнал урлă аталантарать, тавракурăмне сарать, çавăнпа ял-йыш почтальонкăн сĕнĕвне хирĕçлемест, чĕри патне туйса йышăнать. Унăн тăрăшулăхне пула çитес çул валли  Мăн Явăшсем 90 экземпляр хаçат-журнал çырăнчĕç. Вăл район хаçатне сарассипе те ăнăçлă ĕçлет, пирвайхи квитанцисене 22 çынна çырса пачĕ.

Çăкаллă Явăшри Валентина Максимова почтальонкăн тăрăшулăхне те асăнмасăр иртме çук. Чылай çул çак ĕçре тимлекенскер, хаçат-журнал çырăнтарнă чухне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Çак мелпе вăл ял çыннисене 130 экземпляр хаçат-журнал çырăнтарма ĕлкĕрчĕ.

Çынсене «чун çăкăрĕпе» тивĕçтерекенсем хушшинче Уйкас Явăшри Марианна Ястребова почтальонкăн тимлĕхне ăçтан аякра тăратса хăварăн; Вăл çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрта ял çыннисем хушшинче 62 экземпляр тĕрлĕ изданисем сарчĕ.

Кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унăн ăс-хакăлĕпе туллин усă куртăр тесе çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Аршуткина нумай вăй хурать. Пичет изданийĕсене мĕнле çырăнтарнă пирки çапла  каласа пачĕ:

- Пирĕн почтальонкăсем халĕ ял халăхне 612 экземпляр тĕрлĕ йышши изданисем валеçсе тăраççĕ. Вăл шутран район хаçачĕ 87 экземпляр. Эпир çитес  çулăн пирвайхи çур çулĕшĕн кăçалхинчен кая мар хаçат-журнал сарма тĕллев тытрăмăр. Уйрăмах «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата 100 экземпляртан ытларах çырăнтарасшăн.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;