Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр улми кунĕ иртрĕ

Çĕр улмин Тăван çĕршывĕ - Кăнтăр Америка. Çак культурăна чи малтан XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Испани, Итали тата Европăн кăнтăр çĕршывĕсене илсе кĕнĕ. Итальянецсем çĕр улмие «тартуфолли» тенĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕр  айĕнче ÿсекен кăмпа - трюфель - евĕр. Раççейре пурăнакансем Пĕрремĕш Петĕр патшана пула çĕр улми çиме тытăннă... Хальхи вăхăтра пирĕн патра та, ытти çĕршывра çĕр улми çитĕнтерес  ĕç анлăн сарăлнă. Ял хуçалăх культурине хисеплесе «иккĕмĕш çăкăр» теççĕ. Вăл апат-çимĕçре кулленех пур. «Иккĕмĕш çăкăра» чыс туса  пĕлтĕр республикăра пĕрремĕш хут «Санары» агрофирмăпа «Август» фирма  Çĕр улми кунне ирттерчĕç. Çак ырă пуçарăва  кăçал та малалла тăсрĕç.

Иртнĕ шăматкун Санарпуç ялĕнчи стадиона халăх йышлăн пухăнчĕ: сумлă хăнасем, «Август» фирмăра тата унăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тимлекенсем, ял хуçалăхĕн ĕçченĕсем, ватти-вĕтти Çĕр улми кунне паллă тума килчĕç.

Уява савăнăçлă лару-тăрура «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров уçрĕ, ял хуçалăх çулталăкĕнче тунă ÿсĕмсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăтартусем ертÿçе савăнтараççĕ. Гектар пуçне тĕш тырăсем вăтамран 42 центнер, çĕр улми - 290, çурхи рапс - 26, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи 23 центнер тухнă. Агрофирма паха вăрлăх ĕрчетессипе тимлеме лицензи илнĕ. Чăваш енре те, республика тулашĕнче те хуçалăхра çитĕнтернĕ тĕш тырăсемпе çĕр улмин элита сорчĕсене хапăлласах туянаççĕ. Аталану çулĕпе пыни ĕçченсене тивĕçлĕ шалу тÿлеме май парать. Вăтам ĕç укçи - 6500 тенкĕ. Хуçалăхра - 57 çын тăрăшать. Роберт Игнатьевич производствăра малта пыракансене агрофирмăн Хисеп грамотипе чысларĕ.

- Ĕç паттăрĕсене укçан преми парса та хавхалантаратпăр, - çирĕплетрĕ Роберт Игнатьевич.

«Чувашия - Поддержка» страхлакан компанийĕн ертÿçи Л.Фадеев «Санары» агрофирма вĕсен организацийĕпе тачă çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă пирки каларĕ, ĕç çыннисене пысăк тухăç илнипе саламларĕ.

- Вăрнар район агропромышленноç комплексĕ çирĕп  утăмсемпе аталанать. Çĕр улмие 23 пин тонна пуçтарса кĕртсе республикăра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ, - савăнăçлă пĕлтерчĕ «Россельхозцентрăн» республикăри филиалĕн ертÿçи А.Титова. - Кунта «Санары» агрофирмăн тÿпи пысăк пулнине палăртмалла.

Районĕпе илсен кăçал тĕш тырăсем  анчах мар, «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ те лайăх. Райадминистрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов каланă тăрăх, тырă кашни гектартан вăтамран 26,4 центнер, çĕр улми 243 центнер тухнă. Агротехникăна пăхăнса ĕçленĕрен, çĕнĕ технологисемпе усă курнăран кăтартусем уйрăм хуçалăхсенче тата пысăкрах.

- Хуçалăх аталану çулĕпе пытăр, çултан çул ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесен хими препарачĕсемпе усă курмалла, - терĕ «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников уявра сăмах илнĕ май. - «Санары» агрофирма ытти хуçалăха тĕслĕх кăтартать.

Çĕр улми çитĕнтерессипе тăрăшакансен ĕçĕ хисеплĕ. «Иккĕмĕш çăкăр-2008» кĕрхи уявра «Август» фирмăн генеральнăй директорĕн çумĕ Л.Голубкова Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) апат-çимĕç тата ял хуçалăх енĕпе  тимлекен комиссийĕн ĕç тăвакан комиссарăн Хосе Мигель Санчосăн çырăвне вуласа пачĕ. Вăл пуçаруллă  пулнăшăн, Çĕр улми кунне ирттерме мехел çитернĕшĕн йĕркелÿçĕсене пысăк тав сăмахĕ калать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн апат-çимĕç тата  ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен комисси 2008 çула Пĕтĕм тĕнчери Çĕр улми çулталăкĕ тесе палăртнă хыççăн тĕрлĕ çĕршывсенче «иккĕмĕш çăкăр» апат-çимĕç çăл куçĕ пулнине çирĕплетнĕ. «...Пирĕн пĕрлехи тĕллев - çĕр çинче пурăнакансене экологи енчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтересси. Эпир паянхи çамрăк ăру уй-хирте тăрăшакансен тертлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе сахал кăсăкланнишĕн канăçсăрланатпăр. Çавна май апат-çимĕç тата ял хуçалăх енĕпе тимлекен комисси çĕр улми, ăна туса илекен çынсем çине тимлĕрех пăхтарасшăн. Эсир Çĕр улмин кунне уявланине пĕлсен эпир чăннипех савăнтăмăр. Сирĕн района ятарлă карта çинче палăртăпăр», - тенĕ çырура.

«Санары» агрофирмăна ял хуçалăхĕ валли ăста кадрсем хатĕрлеме пулăшнишĕн ырламалла. 29-мĕш професси училищин директорĕ Н.Васильев каланă тăрăх, хуçалăхра вĕренекенсем  паха опыт пухаççĕ, хăватлă техникăпа çÿреме хăнăхаççĕ.

Уявпа саламлакансем чылаййăн пулчĕç.

Уява килнисем «Август» фирмăпа «Санары» агрофирмăн, «Мураты» кооперативăн çĕр улмирен хатĕрленĕ блюдăсен куравĕпе паллашрĕç, апат-çимĕç пахалăхне тутанса палăртрĕç. Суту-илÿ точкисем хастар ĕçлерĕç. Ачасем карусельпе ярăнса, ача-пăча «хулинче» выляса кăмăла çĕклерĕç. Уява хутшăннисемшĕн тата тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ. Вĕсем Шупашкарти  «Сувар» ташă ансамблĕн тата районти культура çуртĕнче ĕçлекенсен «Вирьялочка» ушкăнĕн концертне пăхса савăнчĕç. Юрлама юратакансем «караоке» конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çĕр улми тултарнă михĕсене йăтассипе Çăкаллă явăшсене çитекен пулмарĕ. «Санары» агрофирмăн тата «Август» фирмăн командисем хушшинче футбол вăййи хĕрÿ иртрĕ. Санарпуçсем мускавсене  çĕнтерчĕçех.

Юлашкинчен уяв ячĕпе фейерверк пулчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;