Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇИМĔÇСЕМ - ЮМАХСЕНЧЕ

Пĕр вырăнта çакăн чухлĕ пахча çимĕçе куравра кăна курма пулать пек. Çук иккен - шкулта та.

Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсен кĕрхи уявĕнче юмахсемпе пьесăсенче «чĕрĕлнĕскерсем» хăйсен пĕлтерĕшĕпе сиплĕхне туллин уçса панă вĕсем. Номерĕсем те ахальлисем мар - вĕсенче ачасем кăмăл-сипетпе ыркăмăллăх меслечĕсене, шухăшлава аталантарнă. З.И.Еремеева ертсе пыракан 6-мĕш кадет класĕн «Хăмла çырлиллĕ тунката» юмахĕ вăхăтĕнче залра ака  тутлă çырла шăрши сарăлнă. А.А.Максимован 8-мĕш «а» класра вĕренекенĕсем панулмин юмахсенчи, легендăсенчи, историнчи  пĕлтерĕшне уçса панă, вĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ фрагментсемпе паллаштарнă... Пĕр сăмахпа, 1-8-мĕш классем хушшинче иртнĕ пахча çимĕçсен уявĕ чăннипех çÿллĕ шайра, вĕрентÿллĕ иртнĕ.

Татьяна Ефимова директор пĕлтернĕ тăрăх, ачасен ку каçри пултарулăхĕ шкул сценисенче кăна юлмасть, çывăх вăхăтра вĕсем çак юмахсемпе вырăнти «Светлячок» ача садне, Хăмăшри  тата ытти шкулсене çитесшĕн.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;