Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул-йĕр докуменчĕсене пăхса тухнă

Чылай ялта асфальтлă çул кирлĕлĕхĕ паллă. Тепĕр чухне, çанталăк йĕпе-сапаллă вăхăтра, ялсене кĕрсе тухма та çук. Патшалăх шайĕнче ку ыйтăва ытларах тимлĕх уйăрма тытăнни лару-тăрăва лайăхлатас шанăç пур.

ЧР Строительство министерствин патшалăх экспертизин Управленийĕ, нумаях пулмасть, хамăр районти Хапăс ялĕнчи Центральнăй урампа хывмалли автоçулăн проект документацине пăхса тухнă.

Шанчăклăха тата эксплуатаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе Управлени халĕ ĕçлекен электропередача линине, çĕр çийĕнчи пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсене урăхлатмаллине, çуран çÿремелли çулсем хĕресленнĕ вырăнсене йĕркелемеллине кăтартнă* çул хăрушсăрлăхне тата çутçанталăк сыхлăхне тивĕçтермеллине тата  строительствăн смета хакне тĕрĕслемеллине палăртнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;