Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Ылтăн кĕркунне» уяв

Кĕçĕн Кипек шкулĕнче çак кунсенче çине-çинех тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем, уяв каçĕсем пулса иртрĕç.

Акă ытларикун, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, хăвăрт чупассипе вĕренекенсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта районти ытти шкул та хутшăнчĕ. Пирĕн шкулта  вĕренекенсем те малти ретре пулчĕç.

Манăн вара «Ылтăн кĕркунне» уяв пирки каласа парас килет. Унта 5 - 7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак уяв юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ.

Чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр эпир çак куна. Уява валли капăр тум хатĕрлерĕмĕр, тĕрлĕ юрă-ташă вĕрентĕмĕр, техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçертĕмĕр. Хамăр алăпа пĕçерни яланах тутлăрах çав вăл. Эх, çанă тавăрсах ĕçлерĕмĕр.

Пиллĕкмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем эстрада юррисене килĕштерни палăрчĕ. Н.П.Иванова класс ертÿçи пулăшнипе вĕсем «Пилеш кайăксем» юрра тĕлĕнмелле хитре юрларĕç.

Улттăмĕш класра вĕренекен Алексей Григорьев сцена çинче Инди ташшипе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Залра ларакансем ура çине тăрсах тăвăллăн алă çупрĕç, «Инди пикине» ташлама хавхалантарчĕç.

Тĕрлĕ конкурссенче ăмăртса улттăмĕш класра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем иккĕмĕш, çиччĕмĕшсем виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Çамрăк талантсем шкулта пурри пурне те савăнтарчĕ. Уяв ташă каçĕпе малалла тăсăлчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;