Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕркуннене чысларĕç

Кĕр кунĕсем - çынсемшĕн чăн-чăн ырлăх. Куç тулли пахча-çимĕç, йывăçсем улма-çырлапа йăтăнаççĕ, уй-хирсем сап-сарă  тырпулпа савăнтараççĕ - кĕрхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çутçанталăкĕ тата: тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илĕртет, хĕвелĕ те вăйсăр ăшшине парнелет, çумăрĕ те пĕрĕхтерет. Кĕркунне чăнах та çынсемшĕн хăйĕн ырлăхне шеллемест.

Калининăри «Светлячок» ача садĕнче, акă, çутçанталăкăн çак вăхăтне хăйĕн пуянлăхне пуринпе те пайланăшăн, тулăх кĕрекепе савăнтарнăшăн тав туса чаплă уяв ирттерчĕç. Кашни ушкăн уяв тĕлне чылай малтан хатĕрленме тытăннă, кунсеренех ăсталăха туптанă. Хăйсен пултарулăхĕпе  паллаштарма вĕсем ашшĕ-амăшĕсене те хăнана чĕнчĕç.

Ачасен çепĕç сассисене илтсе уява Ылтăн кĕркунне те, Çумăр пĕлĕчĕ те килсе çитрĕç, пĕчĕк тусĕсемпе юрласа-ташласа савăнчĕç, хĕрачасемпе арçын ачасене кăсăклă вăйăсем выляттарчĕç.

Ача садĕнче тимлекенсем ырми-канми тăрăшнăран уяв программи пуян пулчĕ. Кĕркуннепе çыхăннă сăвăсем, юрăсем, ташă-сценкăсем - пĕри тепринчен илĕртÿллĕрех, хÿхĕмрех. Кашнинчех ырă кĕркуннене мухтаççĕ, тулăх пурнăçшăн тав тăваççĕ. Кĕркунне те ачасем умĕнче парăмра юлмарĕ, хăйпе пĕрле илсе килнĕ кучченеçсемпе хăналарĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;