Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕплĕ хатĕрленÿ - пахалăхлă ĕç никĕсĕ

«Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие вунă çулта пĕрререн кая мар ирттермелле. Черетлĕ перепиçчен, акă, икĕ çул кăна юлчĕ.

Ку Пĕтĕм Раççей шайĕнчи мероприяти - кăткăс та яваплă ĕç, калăпăшлă хатĕрленÿ ĕçĕсене пурнăçлама кăна виçĕ çула яхăн кирлĕ. Чи малтанах адрес хуçалăхне пĕтĕмпех тĕрĕслемелле, çук тата кивелнĕ аншлагсене (урам ячĕсене, пÿртсен тата хваттерсен номерĕсене кăтартнă табличкăсене) çĕнетмелле. Унчченхи, 2002 çулти, перепиçе хатĕрленсе çуртсен тулаш сăн-сăпатне йĕркене кĕртнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах унтанпа темиçе çул иртнĕ те, хăшĕ-пĕрисем çинче адрес реквизичĕсем çуталса тĕссĕрленнĕ е тутăхнă. Çавăн пекех 2002 çул хыççăн хута янă çуртсем çине аншлагсем вырнаçтарасси çинчен те манмалла мар. Федераллă саккунра палăртнă тăрăх, кăтарту хăмисене вырнаçтарасси вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутне кĕрет, çавна май ку ĕçе вырăнти бюджет укçи-тенкипе пурнăçламалла.

Адрес хуçалăхĕнче йĕрке туни перепиç ăнăçлăхĕн никĕсĕ пулнине шута илсе, ял поселенийĕсенче ку тĕлĕшпе лару-тăрăва мĕнле тытса пынине çирĕп асăрхаса тăратпăр. Паянхи куна, акă, тĕрĕслеве мĕнпур поселенире вĕçленĕ.

Хатĕрленÿ тапхăрĕнчи тепĕр калăпăшлă мероприяти - РФ гражданĕсене пурăнакан вырăнта регистраци учетне илессине тата унтан кăларассине правилăсене пăхăнса йĕркеленине тĕрĕслесси. Ку ĕç регистраци тата хваттер карточкисенче, çурт кĕнекисенче çырнисене вырăнта (хваттерсенче е çуртсенче) тишкернĕ май пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕсем - пĕр çыннах темиçе çĕртре шута илессине е вуçех те ниçта та регистрацилеменнине асăрхаттарасси, районта пурăнакансен шутне палăртасси. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем каярахпа перепиç ирттермелли йĕркелÿ планĕн никĕсне хывăнĕç.

Граждансене пурăнакан вырăнта тĕрĕслесси, тĕпрен илсен, Федераллă миграци службин Управленийĕн тата шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен, чи малтанах - милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен, - пĕрремĕшле тивĕçĕ. Çавăн пекех ведомствăра тăракан çуртсемпе общежитисен коменданчĕсен тата  çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлешĕвĕсен, обществăлла хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен те май пур таран активлă хутшăнмалла.

2002 çулта ирттернĕ перепиç, сăмахран, хатĕрленÿ тапхăрĕнче общежитисене тата пушă ларакан тесе палăртнă çуртсене, суту-илÿ вырăнĕсемпе çывăх микрорайонсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине кăтартса панă. Хăш-пĕр чухне 14 çула çитмен ачасемпе çамрăксене пропискăна тăратманни е çурт кĕнекине çырманни те тĕл пулать - çакă та пирĕн уйрăм шутра.

Паллах, перепиç программине ăнăçлă пурнăçлас тесен, унăн пĕлтерĕшне халăха ăнлантарасси кирлĕ, çынсен Раççей шайĕнчи мероприяти тĕрĕс иртессишĕн яваплăха туймалла. Çапла майпа перепиç çинчен калакан материалсене пухса 64 стенд хатĕрленĕ, вĕсене район администрацийĕнче, предприятисен статистика пайĕсенче, 12 библиотекăра тата 35 ял клубĕнче, Ярмушкари, Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче, çавăн пекех вунпĕр поселенин, «Юнтапа» ял хуçалăх производство кооперативĕн администрацийĕсен çурчĕсенче вырнаçтарнă.

Вăхăт кĕтмест, пĕрремĕшле хатĕрленÿ ĕçĕсене 2009 çулхи иккĕмĕш кварталтан кая юлмасăр пĕтĕмпех вĕçлемелле. Каярахпа вара, июль - август уйăхĕсенче, регистраторсемпе пĕрле картографи материалĕсене тĕрĕслеме, çуртсен списокне (даннăйсен базине пухма) хатĕрлессипе тимлемелле. Çак тапхăрта пуçтарнă информаци участоксене пайлама, йĕркелÿ планĕсене çирĕплетме, перепиç ĕçченĕсем мĕн чухлĕ кирлине, укçа-тенкĕ тăкакĕсене палăртма çăмăллăхсем парĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;