Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юсав ĕçĕсене ирттернине тĕрĕсленĕ

Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттернипе паллашма тата укçа-тенкĕ уйăрасси мĕнле пурнăçланнине пăхса тухма, юнкун района ЧР Хула строительствипе обществăлла инфраструктура министерствин представителĕсем тĕрĕслевпе килсе çитнĕ. Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн яваплă подразделенисен, финанс службисен, подряд организацийĕсен тата Управлени компанийĕн ертÿçисемпе тĕл пулнă, юсав ĕçĕсен шайне тата финансировани тытăмне мĕнле йĕркеленине сÿтсе явнă.

Вăрнарти 19 тата Калининăри 2 нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетме кăçал федераллă тата республика шайĕнче тата район бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле 60 миллион тенкĕ ытла уйăрма палăртнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех çурт-йĕр харпăрлăхçисен те 5 процент чухлĕ тÿпе хывмалла. Вăрнарти çуртсене пăхса тăракан «Интех» общество Управлени компанийĕнче акă, ку ыйтăва сÿтсе явма хваттерсен хуçисене ятарласа пухнă, пĕр вăхăтри тÿлеве халĕ хăйсен укçи-тенкинчен пурнăçлассине, харпăрлăх  тытакансен ку парăма виçĕ çулта пайсемпе татмаллине пĕлтернĕ. Компани йышăнăвне ăнланма пулать - çакă юсав ĕçĕсем пыракан çуртсенчи хваттер хуçисен хывмалли суммăна тÿлесе татма çăмăллăхсем парĕ. Минстрой представителĕсем район укçисене те, харпăрлăхçăсен тÿпине те октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр хывмаллине палăртнă. Вĕсем çавăн пекех юсав хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшне чăрмав кÿмелле маррине, пĕтĕм ĕçсене октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине çирĕплетсех каланă. Кунсăр пуçне документаципе ĕçлемелли йĕрке çинчен те туллин ăнлантарнă, вырăнти специалистсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва хуравланă. Тĕрĕслевпе килнисем юсав пыракан обьектсене  те çитсе курнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;