Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КАШНИНЧЕ ХĔЛХЕМ, ПĔРЛЕ - ÇУЛĂМ!

Хирпуçĕнчи Феофановсем, Калининăри Мышкинсем, Шĕнер Ишекри Нестеровсем, Аçăмçырминчи Михайловсем - «Çулталăкри чи лайăх çемье» районти конкурсăн номинанчĕсем - тивĕçлипех обществăн чи ырă тĕслĕхĕсем. Культура, кăмăл-сипет, тĕрĕс воспитани çак çемьесенче малти вырăнта.

Уйрăмшар илес пулсан, «Чи туслă - çемье» номинацире çĕнтернĕ Еленăпа Олег Мышкинсене манăн чи активлисем тесе палăртассăм килет. Çакна иккĕшĕ те культура çуртĕнче ĕçленипе çыхăнтармалла. Икĕ ачипе пĕрле вĕсем районти конкурссене пĕрре мар хутшăннă, мала та тухнă. Культурăна чун-чĕрипех парăннă мăшăр, анчах уншăн ытти туртăм та ют мар. Çемье час-часах вăрмана çÿрет, сиплĕ ÿсен-тăрансем пуçтарать, пулă тытма кăмăллать, чечексем ĕрчетет. Сывă пурнăç йĕркин чăн тусĕсем.

Валентинăпа Юрий Феофановсем - иккĕшĕ те вĕрентÿ ĕçĕн новаторĕсем, лидерĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Юрий Александровичăн компьютер технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ урокне кăçал чи лайăххи тесе хакларĕç. Икĕ çул каялла вара вăл Раççей шайĕнчи учительсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Михаилпа Владимир ывăлĕсем те - районти, республикăри конкурс-олимпиадăсен, ăмăртусен çĕнтерÿçисем.

Çемье чылай çул ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлет, мăн аслашшĕн ĕçне пархатарлăн малалла тăсать. Вĕллесем тытни чăтăмлăха, тирпейлĕхе хăнăхтарать. Çакă уйрăмах воспитани ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ. «Çĕр çинче ним патне те ал пыман çынсем пулмалла мар. Кашниех, паллах, ученăй, писатель, артист пулаймĕ, анчах чун туртнă ĕçĕнче вăл поэт та, художник та пулма тивĕç» - çемье девизĕнче пытанакан çивĕч те тарăн шухăш ачисене ĕçченлĕхе хăнăхтаракан чи лайăх мел.

Хăюлăх, кулăш тата хĕмленÿ - кашнинче хĕлхем, пĕрле вара çулăм - Шĕнер Ишекри Нестеровсене те çак девиз пурнăçри нумай йывăрлăха çĕнме май панă. Çемьере хуçаланакан килĕшÿпе ăнланулăха, юратăва, ăрусем хушшинчи туслăха çулсем тăршшĕпе туптанă. Çамрăксене пурнăç ăслăлăхне кил хуçин амăшĕ Елизавета Денисовна вĕрентет. Владимир Иванович хăй - «Чăвашсетьгаз» акционерсен обществин водителĕ,  ăста волейболист. Мăшăрĕ Светлана Ивановна вуникĕ çул ытла ял библиотекин ертÿçинче тимлет, ял старости. 5-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ ăс-хакăл конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерсе аслисене тăтăшах савăнтарать.

Аçăмçырминчи Михайловсем «Чи ĕçчен çемье» номинацире тивĕçлипе çĕнтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен пилĕк авни Юрий Алексеевича тăван çĕре юратма,  çăкăр хакне туйма вĕрентнĕ. Шкул пĕтернĕренпех вăл тăван хуçалăхра механизаторта тимлет. Надежда Геннадьевна ял библиотекин заведующийĕ.

Çемье мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине пăхăнса пурăнать. Михайловсем йĕркелекен чăваш уявĕсем яланах хăнасемпе пуян.

Паянхи куна çÿлерех асăннă çемьесем хăйсен çитĕнĕвĕсене «Çулталăкри чи лайăх çемье - 2008» уявра кăтартма хатĕрленеççĕ. Районта ăна Амăшĕн кунĕ тĕлне ирттерме палăртнă. Калининăри Еленăпа Олег Мышкинсен çемье ĕçне вара республикăна тăратнă, вĕсем призлă вырăна лекессе шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;