Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Киле таврăнайман

14 - 15 çулта - ачалăхран çамрăклăха куçмалли, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухмалли вăхăт. Тус-юлташсемпе савăн, шкулта тарăн пĕлÿ ил, пуласлăх çинчен ĕмĕтлен - санăн малашлăх уçă. Анчах пурнăçра яланах ĕмĕтленнĕ-шухăшланă пек  пулмасть çав - кĕтмен çĕртен тухнă инкек çĕкленеймиех çапса хуçать. Кăмпалта пурăннă 14 - 15 çулсенчи икĕ хĕрĕн те паянхи кун шкулалла утмаллаччĕ, ашшĕ-амăшне савăнтарса пурăнмаллаччĕ. Хĕр-тантăшсем иккĕшĕ те шкулта - пĕри - 8-мĕш, тепри 9-мĕш класра - вĕреннĕ. Анчах, мĕншĕн шăпа çапла пÿрнĕ-ши, ашшĕ-амăшĕ çине çĕр йăтайми хуйхă тиеннĕ, юратса ÿстернĕ тăван тĕпренчĕкĕсене вăхăтсăр çĕр айне пытарма тивнĕ...

Иртнĕ шăматкун кÿршĕ яла ташă каçне кайнă Кăмпал хĕрĕсем çурçĕр иртсен киле таврăнма тухнă. Анчах яла çитнĕскерсене çывăх çыннисем килте кĕтсе илеймен. 19 çулти каччă, вăл та Кăмпалтанах, вĕсен пурнăçĕсене татнă - çав çулпах пырса ВАЗ - 21093 автомашинăпа таптанă. Çанталăкĕ те япăх, хăвăртлăхĕ те пĕчĕк  мар пулнăран çамрăк водитель машинăна тÿрех чарайман ĕнтĕ, хĕрсене ытла та йывăр амантнă. Васкавлă медицина пулăшăвĕн машинине çийĕнчех чĕннĕ пулин те суранланнăскерсене çăлса хăварма май килмен - хĕр-тантăшсен чĕрисем инкек вырăнĕнчех тапма чарăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;