Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сиенлĕ йăла ĕмĕре кĕскетет

Çĕр çинче этем 150 - 200 çул таранах пурăнма пултарать, теççĕ. Анчах пирĕн тăрăхра çĕр çула çитекенсем те питĕ сахал. Шартлама сивĕ çанталăк, йывăр ĕçпе хуçăлни, пурнăç условийĕсем япăххи пирĕн кун-çула калама çук нумай чакараççĕ. Тепĕр чухне вара ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса, чĕлĕм туртса хамăр сывлăха хамăрах пĕтеретпĕр. Çакна асăрхарăм: ялти ĕмĕрĕ вăрăм килнĕ арçынсен пурин те пĕрпеклĕх пур - вĕсем чĕлĕм туртмаççĕ.

Ĕçпе тыл ветеранĕ Василий Мефодьевич Мефодьев октябрĕн 9-мĕшĕнче сакăрвуннă тултарчĕ. Çав çулхи çын тесе никам та калас çук: çивĕч, çаврăнăçуллă, вăр-вар. Тул çутăлнă-çутăлман ура çинче вăл: ĕнине касăва ярать, пахчари çимĕçсене шăварать, хуçалăхри ĕçсене тăвать.

- Манăн анне Офиния Ефимовна Алексеева 92 çул пурăннă. Ун çулне çитиччен пурăнасчĕ-ха, - тет Василий Мефодьевич.

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ, ун шучĕпе, ку таранччен те çăвара пирус-сигарет таврашне çăвара та  хыпманнинче. Чĕлĕм шăрши-маршине вăл тÿсме пултараймасть.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Иванович Иванов 91 çулта. Çапах та вăл кĕххĕм те тумасть, больница çинчен аса та илмест. Çĕнтерÿ кунĕнче хăйне патшалăх парнеленĕ çăмăл автомобилĕн рульне çирĕп тытать, Вăрнара йăпăр-япăр кайса килет. Унăн сывлăхĕ çирĕп пулнинчен пачах тĕлĕнме кирлĕ мар. Пирус мăкăрлантармасть вăл, эрехпе те иртĕхмест.

Иван Федорович Федоров та юнлă Гитлер вăрçине хутшăннă алла хĕçпăшал тытса, тискер тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн та мĕн пенсие тухичченех тăван колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ: малтан уй-хир бригадирĕ пулнă, каярахпа - аслă конюх. Çак уйăхра сакăрвун пиллĕк тултарать вăл. Юлашки вăхăтра унта-кунта тухса çÿреймест пулсан та, кун çутипе савăнса нумай-нумай пурăнма ĕмĕтленет.

Сакăрвунналла çывхарнă Василий Федорович Федоров, Порфирий Степанович Крипчаков, Аркадий Арсентьевич Михайлов пенсионерсем вăй-халĕ чакнă пулин те алран ĕç пăрахман-ха. Сывлăха упрани вĕсене хăйсен ĕмĕрне тăсма пулăшать.

Иван Федорович Ананьевпа Аверкий Гаврилович Стеклов, Ксенофонт Федотович Федотовпа Яков Федорович Федоров тата Александр Иванович Плешков ĕç ветеранĕсем те çитмĕл пиллĕкрен иртнĕ ĕнтĕ. Çав çула çитсен те вĕсем пĕр сигарет туртса курман. Ватлăх хăйĕннех тăвать çав. Тепĕр чухне чирлесси те пулкалать. Çапах та хисеплĕ ветерансем пурнăçра инкек-мĕн сиксе тухсан чĕлĕм чĕртсе пашлаттарса лармаççĕ.

Валерий Фомич Фоминпа Анатолий Иванович пенсионерсем кăçал хăйсем 70 çул тултарнине уявларĕç. Вĕсем те лавккара пирус-сигарет туянса укçи-тенкине пĕтермеççĕ, ун вырăнне  тутлăрах, техĕмлĕрех апат çиме тăрăшаççĕ.

Тантăшĕсем пекех сиенлĕ йăласемпе туслă пулнă пулсан паянхи хисеплĕ, ятлă-сумлă ветерансенчен нумайăшĕ, тен, пирĕнтен вăхăтсăрах уйрăлса кайнă пулĕччĕ. Çут тĕнчере пурăнса йăлăхрăн пулсан пăравус пек чĕлĕм мăкăрлантар, тÿпене йÿçĕ тĕтĕмпе тĕтĕр, ăш-чиккÿне кăмака мăрйи пек хăрăмлантар - вилĕмÿ вара çири кĕперен те çывăхрах.

Ман пускилĕм Михаил Валериевич Арсентьев кĕххĕмлетсе кăна çÿретчĕ, сывлăшĕ тухмастчĕ. Çапах та туртма пăрахмарĕ. Паян та пурăнмалли вăйпитти  арçын çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ, çемйине тăлăха хăварчĕ. Ÿпки çĕрсе пĕтнĕ, терĕç. Кунашкал тĕслĕхсем сахал мар илсе кăтартма пулать.

Табак сиенне пурте лайăх пĕлетпĕр. Анчах та туртакансен йышĕ, ман шутпа чакас вырăне пысăкланса пырать. Аслашшĕсемпе кукашшĕсем, ашшĕсемпе пиччĕшĕсем туртман вырăнне ывăлĕсемпе мăнукĕсем ÿссе çитнĕ-çитмен наркăмăшлă тĕтĕме ăша çăтаççĕ.

Çĕрпелти вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухне эпĕ çула çитменнисем лавккара туртмалли туяннине асăрхасах кайман. Ахăртнех, учитель умĕнче унашкаллисем вăтаннă курăнать. Халĕ вара ман куç умĕнчех çамрăк ачасем сигарет туянаççĕ. Çитменнине, ют çĕршывсенчи табак компанийĕсем туса кăларнă чи хаклă йышши сигаретсене. Пачки  мĕнле тĕслĕ пулнине кура тиркеççĕ тата хайхи шĕвĕрсем: пĕрисем шурă пачкăллине килĕштереççĕ иккен, теприсем - кăваккине.

Кирек хăш ачан та тантăшĕсем умĕнче хăйне мăн çын пек кăтартас килет ĕнтĕ. Аслисем ятланине пăхмасăр пирус мăкăрлантарни, сăра лĕрккени уншăн паттăрла ĕç тунă пек туйăнать.

Чылай çын чирлесе кайнă хыççăн тин туртма пăрахать. Тепĕр тесен туртакан йышра хăвăн сигарет çук пулсан сана кирек кам та хăйĕн пачкинчен ыйтнă-ыйтман сĕнет: пĕрле мăкăрлантар кăна! Анăçра çынран ыйтса илнĕ сигаретшăн вак укçа кăларса тыттарма тивет пулсан, пирĕн çĕршывра унашкал йăла çук. Эпир Анăçри пек пĕр пусшăн çакăнса вилме  хатĕр тимĕр пăрçасем мар-ха. Пирĕн урăхла менталитет.

Салтакăн кăкăрĕ умĕнче табак хутаççи, хыçра - кутамкки, тенĕ иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче. Сиенлĕ йăла çăкăртан та хаклă иккен. Манран никам та лавккара  апат-çимĕç туянма кивçен укçа ыйтмасть. Çав вăхăтрах сигарет туянма укçа ыйтакансем курăнкалаççĕ-ха.

Табак туртнине пула халăх чирлесе вилсе пĕтни ку чухне пур çĕршывсенчи тухтăрсене те хумхантарать. Анăçра, авă, ку енĕпе çирĕп саккунсем кăлараççĕ, табак компанийĕсене пысăк штрафсем тÿлеттереççĕ, сигаретсен хакĕсене ÿстереççĕ. Çав вăхăтрах ют çĕршывсенчи çав компанисемшĕн Раççейре ирĕк: шыври пулă пекех туяççĕ вĕсем хăйсене кунта. Китаецсен йăхтăр-яхтăр тумтирĕсемпе пĕтĕм пасар тулса ларнă пекех вĕсен сигаречĕсем те кашни лавккара. Хайхи «çăмăл сигарет» текеннисем сывлăхшăн уйрăмах хăрушă иккен. Вĕсенче сиенлĕ вещетвосем ытларах. Çитменнине, туртма та  хăвăрт хăнăхса каятăн.  Хамăр халăх сывлăхне пĕтерес тĕллевпех çавăн йышши сигаретсене Анăçри компанисем хăйсем патĕнчен чылай йÿнĕрех хакпа ярăнтараççĕ иккен пирĕн пата.

Çапах та чăваш хĕрарăмĕсем майрасем пек чĕлĕм туртманни мана чăннипех савăнтарать. Тавах Турра хăйсен нĕрне ямаççĕ-ха пирĕн чиперккесем. Нумай çул каялла эпĕ ялтан тухса курман чухăн чăваш ачи, хулана лексен, тĕлĕнсех кайнăччĕ: общежити кантăкне яри уçса пăрахнă та икĕ çамрăк  майра пÿлĕмре пирус мăкăрлантарса тăраççĕ. Унччен эпĕ хĕрарăм та чĕлĕм туртасса шутлама пултарайман.

Туртакан çынран таçтан аякранах чĕлĕм шăрши кĕрет. Мĕнле тÿсеççĕ-ши çавнашкал каччăсене сарпикесем; Хам пулсан, дискотекăра пĕрле ташлама мар, вĕсене яхăнне те çумма ярас çук. Ашшĕ-амăшĕн сăмахне хăлхана чикмесен те юратнă  хĕрне ыталаймасăр каччă туртма пăрахнă пулĕччĕ, сигарет туянас укçапа канихват-шоколад илсе ăна хăналĕччĕ, чечек çыххи  парнелĕччĕ. Туртакансен йышĕ те вара палăрмаллах чакĕччĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;