Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Строительсем ценниксене улăштараççĕ

Пĕр эксперт каланă тăрăх, çурт-йĕр рынокĕнчи хаксем паян «арканасран пĕрлешнĕ». «Телей пулман та пулĕччĕ, инкек пулăшрĕ» паллă каларăшри  пек кризис витĕмĕпе тăваткал метр хакĕ тăрук чакассине кĕтме, тен, кирлĕ те мар.

Хальлĕхе строительство фирмисем инкеке пуçĕпех кĕрсе ÿкнĕ теме çук. Анчах та, пĕр организацин генеральнăй директорĕн сăмахĕсем тăрăх, пĕрремĕш шăнкăравсем те пулнă. Çурт-йĕр сутассин калăпăшĕ чакать, строительство ĕçĕсене кăшт чарма тивет. Тĕрĕссипе, вăраха чарасси пирки хальлĕхе калаçу пулман.

Çут-йĕр фондĕнчи активноç чакни строительсемшĕн пысăк кĕтменлĕх мар. Тепĕр паллă строительство организацийĕн суту-илÿ службин ертÿçин шухăшĕпе хваттер ыйтăвне çуркуннех туйнă. Кризис пĕр енчен лару-тăрăва шайлаштарнăкăна. Çакă чи малтанах строительсене кредит паракан организацисем тĕлĕшпе палăрчĕ. Вĕсем кивçен укçапа унчченхи схемăпа пама пăрахрĕç, çавăнпа та строительство калăпăшĕ чакнине, çитменнине палăрмалла чакнине, шута илсе çитес çулхи программăна тепĕр хут пăхса тухма тивнĕ.

Çурт-йĕр туянакансем тĕлĕшпе те лару-тăру улшăннă. Паллă ĕнтĕ, вĕсенчен 90 проценчĕ кредита пула пурăнмалли кĕтеслĕ пулать. Чылай банк ипотекăпа кивçен укçа пачах пама пăрахнă, теприсем условисене çирĕплетнĕ, процентсене ÿстернĕ. Республикăри Наци банкĕн даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра уйрăм çынсене çурт-йĕр туянма панă кредитăн вăтам ставки 13,6 процентпа танлашнă, çав вăхăтрах çур çулта 12,5, иртнĕ çулхи 9 уйăхра 12,8Š пулнă. Çавăнпа та хăш-пĕрисем хваттер туянассипе тăхтама шутланă, теприсем хальхи условисенчех пурăнма юлас тенĕ. Çакă хваттерсен сутăнаслăхĕ чакнин тĕп сăлтавĕ те ĕнтĕ.

Вăлах çурт-йĕр хакĕ тăрук йÿнелсе каять текен иллюзие çуратнă, федераллă массăллă информаци хатĕрĕсем ăна «хĕртрĕç» кăна. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пысăк бизнес хăйĕн йăнăшĕсене тÿрлетет тесе çирĕплетет. Общественноç пĕрре мар асăрхаттарнă: çунтармалли-сĕрмелли материалсен е  çурт-йĕр хакне ан хăпартăр - итлемерĕç, халĕ вара йÿнĕрех хакпа сутма тивет...

Анчах строительсен шухăшĕ урăхла: кирек мĕнле пулсан та регионсенчи рынокра кĕтсе илейместĕр, мĕншĕн тесен мегаполиссенчипе танлаштарсан хаксем тăвасси кунта пачах урăхла. Экспертсен сăмахĕсем тăрăх, тĕп хуласенчи стройкăсем хаксене палăрмаллах, 40 процент таранах, чакарма пултараççĕ - тăкака кăларакан норма çапла тума май парать. Пирĕн строительсен вара унашкал май çук, çавăнпа та калаçу хаксем вуçех арканасси пирки мар, вĕсене кăшт тÿрлетесси пирки кăна пырать. Хаксем ахаль те  чакнă - пĕр тăваткал метршăн 2 пин таран. Ытларах йÿнетессине никам та шантармасть. Ку, паллах, строительсен пĕтĕмлетÿллĕ хакĕ мар - хваттерсене сутмалла вĕт. Клиентсем «çемçерех» майсемпе те усă курма пултараççĕ. Енчен те вăл палăртнă суммăна, калăпăр, уйăхра хывать-тĕк, пĕр тăваткал метра тÿлевсĕрех туянать.

Пĕр сăмахпа, хаксем пĕр тăваткал метршăн вăтамран 30 пинрен чакмаççĕ. Лару-тăру хăрушă мар пулин те, япăхрах, эксперт  палăртнипе тата йывăрланать. Камăн тавар çаврăнăшĕн тата кредит укçи-тенкин запасĕ пур, вăл ура çинче çирĕп тăрĕ. Шĕвĕрех запаслисем пĕтсе ларĕç. Строительство рынокĕн ку лару-тăрăвĕнче кризис  ахăртнех хăйне евĕр «санитар» пулса тăрĕ.

Çурт-йĕрĕн иккĕмĕшле рынокне илес пулсан, Шупашкарти куçман пурлăхăн пĕр паллă агентствин суту-илÿпе ĕçлекен менеджерĕ палăртнă тăрăх, чикĕре 30 пинлĕ отметка пулĕ. Хальлĕхе хаксем вăтамран 7 процент ÿснĕ. Ку рынокра инвестици хваттерĕсем те  участниксем укçана 2006 çулта хаксем тăрук ÿснĕ вăхăтра, каярах хаклăрахпа сутма ĕмĕтленсе хывнă. Куратпăр, шанни тÿрре тухмасть, хаксене чакарма, паллах нумай мар, тивет - унсăрăн инвестицисем мĕнле пулĕç...

Хăйсен хваттерне сутса хушса урăххине туянас текенсем те пĕрремĕшле рынок хаксене шута илмелле. Çапла тăваткал метршăн вăтам хак 33-35 пин тенкĕ шайĕнче чакмасть.

Енчен те кризис хыççăнхи лару-тăру тата йывăртарах пулсан е сроксем вăраха тăсăлсан, сутăнайман хваттерсем строительство фирмисемшĕн йывăр çĕклем пулса юлмĕç-и; Кун пек чухне строительсем хатĕррине йÿнĕрехпе  сутас вырăнне çĕнĕ çурт-йĕр çĕклессипе вăхăтлăха тăхтĕç кăна. Хăй хаклăхĕнчен йÿнĕрехпе никам та сутмĕ. Прогнозсем тăрăх, йывăр лару-тăру çитес çулхи февраль-март уйăхĕчченех юлать. Шăп çак тапхăр чи вăйлисене палăртĕ. Çурт-йĕр сутасси, унчченхи калăпăшпа мар пулин те, пурпĕр малалла тăсăлĕ. Чи малтанах - хатĕр çурт-йĕре, тин çĕкленекенни çине укçа-тенкĕ хывма шанăçсăртарах.

Çапах та специалистсем паникăна кĕрсе ÿкме сĕнмеççĕ. Ипотека программисем ниме пăхмасăр малалла ĕçлĕç.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;