Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслеве вăйлатнă

Кăçалхи июль уйăхĕнче редакцие Вăрнарти Севернăй тăкăрлăкри 2-мĕш çуртра пурăнакансен çырăвĕ çитнĕччĕ. Коммунальщиксен ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтернипе пĕрлех йĕрке хуралçисенчен те пулăшу ыйтнăччĕ вĕсем. «Подъезда час-часах çамрăксем пухăнса ĕçеççĕ, çĕмĕреççĕ. Патруль службисен хушăран та пулин çуртсене кĕрсе тĕрĕслеме май пулмасть-ши; - тенĕччĕ унта.

Ку ыйту çине район прокуратуринчен çапла хуравларĕç: «Севернăй тăкăрлăкри 2-мĕш çуртра пурăнакансем пĕлтернине шута илсе, тĕрĕслесе, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ ку адреспа милицин патрульпе пост служби çÿремелли маршрута йĕркеленĕ. Çапла майпа Севернăй тăкăрлăкри нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсен подъездĕсенче спиртлă шĕвексене ĕçнĕшĕн пилĕк çынна административлă явап тыттарнă. Çавăн пекех килте туса кăларнă алкогольлĕ продукцие саккунсăр майпа сутнăшăн та административлă правăна пăсни çинчен протоколсем çырнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;