Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăмăллăх вырăнне – укçа

РФ Президенчĕн 2007 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Указĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен федерацин ĕç тăвакан тата патшалăх влаçĕн органĕсене 2008 çул вĕçлениччен граждансене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшушăн паракан социаллă пулăшу мерисене укçана куçарма хушнă.

Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчи ларăвĕнче Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене  паракан социаллă хÿтлĕх çинчен» тата «Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула шар курнă  тесе йышăннă çынсене паракан социаллă хÿтлĕх çинчен» саккунĕсене улшăну кĕртсе ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн паракан социаллă пулăшу мерисене 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен укçа тÿлевĕ çине куçарассипе çыхăннă саккун проектне пăхса тухнă.

Ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрте социаллă нормăпа килĕшÿллĕн йышăнакан лаптăкшăн тата коммуналлă пулăшушăн тивекен 50 процентлă çăмăллăхăн компенсацине уйăхри укçа тÿлев шутне кĕртнĕ.

Ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн çăмăллăхне укçа çине куçарнă тата регион çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕнче транспорт валли каякан тÿпене ÿстернине тата 2009 çулта индексациленине шута илсе уйăхри укçа тÿлевне çĕнĕ, пысăклатнă виçепе çирĕплетнĕ: ĕç ветеранĕсем, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем уйăхсерен - 710, тыл ĕçченĕсем - 700, реабилитациленĕ çынсем - 1775, политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннă çынсем 1530 тенкĕ илсе тăрĕç.

Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çыхăну çăмăллăхĕшĕн - телефонпа, радиопа, коллективлă антеннăпа усă курнăшăн малтанхи пекех 50 процент тÿлĕç, реабилитациленĕ çынсене телефона тÿлевсĕр лартса парĕç.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2009 çулхи тата 2010 тата 2011 çулсенчи план тапхăрĕн республика бюджечĕ çинчен» Саккунĕпе çак тĕллевпе 3,9 млрд. тенкĕ уйăрма палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;