Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕçĕн Çавала «парăнтарасшăн»

Роспотребнадзорăн специалисчĕсен кăтартăвĕ тăрăх, райцентрта та, ытти ялта та çынсем куллен-кун усă куракан шыв санитарипе гигиена йĕркисене кирлĕ пек тивĕçтереймест иккен. Çĕр айĕпе юхакан шыв, тĕрлĕ тасамарлăх лекнипе, пирĕн çуртсемпе нумай хваттерсен кухнисене çитнĕ тĕле хăйĕн пахалăхне çухатать иккен. Санитари врачĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вăрнарсем усă куракан шывра организмшăн сиплĕхлĕ япала çителĕксĕр, çав вăхăтрах хлорпа сиенлĕ хутăшсем ытлашшипех. Тĕрĕслеме илнĕ шыв чылай чухне микробиологи кăтартăвĕсем енĕпе «уксахлать». Коммуналлă служба пăхса-асăрхаса тăракан канализаци сечĕпе шыв пăрăхĕсен тытăмĕ «ватăлма» тытăннипе те çыхăннă ку.

«Вăрнар районĕнчи халăха 2005-2008 çулсенче ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен» муниципалитет программине пурнăçа кĕртнĕ май юлашки икĕ çул палăртнă тĕллевсем ĕçпе çирĕпленсе пынине уçса пама питех те кăмăллă. Производствăпа хуçалăх нушисене тивĕçтерме тата апат-çимĕçре усă курма куллен-кун илекен шыв (вăтамран кашни çын пуçне 180 литртан кая мар тăкаклаççĕ) пахалăх виçине пур енлĕн «ларса пыма» тытăнни куç кĕрет.

Унччен, пĕр 10-15 çул каялла, çут çанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕпе - шывпа - кам мĕн чухлĕ пултарнă, çавăн чухлĕ усă  курнă. Çавăн чухне перекетлĕх пирки сăмах та пулман. Хамăра тăтăшах кирлĕ шыв саппасĕ хăвăрт иксĕлме тытăнсан кăна эпир «чан çапма» пуçларăмăр; Çĕр айĕнчи шыв пур енчен те лайăхрах. Ăна ятарласа тасатма кирлĕ мар терĕмĕр те, кирлĕ мар çĕртех, хаклă пуянлăх вырăнне хумалли çинчен манса кайсах, ăçта килнĕ унта яма тытăнтăмăр-иç! Артезиан çăлĕсем, скважинăсем йышланса кайнă хыççăн çĕр айĕнчи шывсене капашсăр нумай  уçласа пани вара çăл куçсен хăватне виçесĕр чакарчĕ, хăш-хăш çĕрте вĕсем типе-типе ларчĕç. Тирпейсĕрлĕхпе хуçасăрлăх пирĕн тăрăхри шывсен саппасне чухăнлатса хăварчĕ.

Паянлăха вăл пĕтĕмĕшле кирлин 60 процентне кăна тивĕçтерет. Района ертсе пыракансем кăткăс та çивĕч лару-тăрăва çăмăллатма тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн «Ĕçмелли шыв» тĕллевлĕ программине пурнăçласа Кĕçĕн Çавал çинче плотина тăваççĕ, вăл ĕçе кĕрсен унта 12,6 млн. кубла метр шыв упранмалла. Çын аллипе тунă пĕве 4,5 çухрăма тăсăлмалла, шыв çийĕн лаптăкĕ 340 гектарпа танлашмалла.

Кĕçĕн Çавал шывĕ пăрăхсем тăрăх (пĕтĕмпе 110 çухрăм тăршшĕ) Вăрнар поселокĕпе ун çывăхĕнчи 38 яла ĕçмелли шыв  парса тăма тытăнĕ.

Вăрнарсем хăйсен ыранхи кунне çак стройкăпа çыхăнтараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;