Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КАВИР ÇИНЧЕ

Иртнĕ эрнекунпа шăматкун ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш ятарлă ача-пăча спорт шкулĕнче республикăра мала тухассишĕн тупăшнă. Кавир çине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Комсомольски, Вăрнар, Патăрьел, Вăрмар, Канаш, Красноармейски тата Улатăр районĕсенчен пĕтĕмпе 200-е яхăн спортсмен тухнă.

Турнир хуçисем пуринчен хастар кĕрешнĕ. Вăрнарсем те çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма  тивĕçнĕ. 1992-1993 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче акă Иван Сладков (54 кг), Дмитрий Яковлев (58 кг) ылтăн призерсем пулса тăнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;