Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Комсомолта ÿсрĕмĕр

Çак кунсенче пĕрле ÿснĕ тантăшсем шăнкăравлаççĕ. Иртнĕ вырсарникун виççĕн харăс киле çитсе кĕчĕç.

- Мĕн çăмăлпа чăрмавлă-ха? - текелеççĕ.

- «Российская газета» хаçатăн çĕнĕ номерĕнче комсомол 90 çул тултарнă ятпа калăпланă çырусене пăхкаларăм.

- Эпир сан пата шăпах çак юбилей чысне сума суса килтĕмĕр.

5-мĕш страницăри («РГ», 222-мĕш номер) «Пост - ВЛКСМ» статьяпа паллашрăмăр. Хамăр вăхăтри йышлă тус-юлташсене, паллăрах событисене аса  илтĕмĕр. Комсомол вăл хăй - пĕр самана. 70 çулта унăн шкулĕнчен 100 миллион çын пиçĕхсе тухнă. Паян 60 миллион çыннăн юбилей уявне хутшăнма сăлтав пур. Пире праçнике Мускавра анлăн паллă тума хатĕрленни килĕшрĕ. Çурçĕр Осетире республика пуçлăхĕ ятарласа оргкомитет туса хунă. КПРФ комсомол ветеранĕсене чаплă медальпе наградăлать. Челябинскри депутатсем  ВЛКСМ 60 çул тултарнă ятпа хисепленекен Культура керменне çĕнетме  хула хыснинчен укçа уйăрнă. Вăрнарта  мĕнле уявлĕç?  29-мĕшĕнче курăпăр.

Мана комсомолăн районти колхозсемпе совхозсенчи  чи хăватлăрах пĕрлешĕвĕн пуçĕнче тăма шăпа тухнă. 1957 çулта Совет çарĕнчен таврăнсан пĕр çул «Янгорчино» колхозра ĕçлерĕм. Райсовет депутатне суйларĕç, обществăлла порученисем тиеме тытăнчĕç. Колхоз агрономне, комсомолецсен вожакне В.Романова 1959 çулта председатель туса хучĕç те сĕт-çу фермипе пĕрле комсомол организацине те мана тыттарчĕç. Çамрăк йыша 125 çын таран члена илтĕмĕр. Производствăн кашни участокĕнче-цехĕнче комсомол групписем чăмăртанăччĕ. Пуçламăшсенчен Çĕрпелти организацие Мефодий Ягушов, Хурăнсур Çармăсрине Василий Марков, Кайри Тукайрине Петр Владимиров ертсе пынă. Пысăк пухусем хĕрÿллĕ иртетчĕç. Кăкăртан тытни те, макăрни те пулнă. Анчах пуху умĕн те, хыççăн та ташă-юрăпа, тĕрлĕрен вăйăсемпе савăннă. Вĕчĕхÿ мар, çураçу хуçаланнă. Пухусене çеç мар, пирĕн мероприятисене шкул ачисем активлă хутшăннă. Субботниксене купăспа ташласа пуçланă, юрласа, сăвă каласа таврăннă. Ферма çурчĕсене, хĕрлĕ кĕтессене чечеклĕ чаршавсем, алăк анлăш куç кĕскисем çакса илемлетрĕмĕр. Пысăк уявсене (Çĕнĕ çул, Акатуй, ыттисем) хатĕрленсе хавхаланма пирĕн перекет кассинче хамăрăн укçа пулнă. Ĕç-пуç вăрттăнлăхне вĕренме пухăнаттăмăр. Тыр-пул тума (20-30 центнер таран), кукуруза ÿстерме (600 ц.), выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме (кашни ĕнерен сĕт сăвассине 1300 литртан 4000 литра çитертĕмĕр) нумайăшĕ Çĕрпел тăрăхĕнчен вĕреннĕ. Ĕне выльăха çуллахи лагерьте тулăх пăхасси пирĕнтен сарăлчĕ. Кĕçех фермăсемпе районта виççĕмĕш вырăна тухрăмăр. Паттăр ĕçшĕн орден-медале тивĕçнисене паян та  хĕрĕх улттăшне те ятран асăнма пултаратăп. Комсомол ĕçĕнче райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Викторович Емельянов паллă йĕр хăварчĕ. Çамрăк ăрăвăн ялти лидерĕсем Николай Храмов (Кульцав), Михаил Фадеев (совхоз-техникум), Анатолий Бурмистров (Мĕлĕш), Валентин Федотов (Ярмушка), Геннадий Иванов (Пăртас), Михаил Егоров (Хапăс), Леонид Тянгов (каярахпа 1-мĕш секретарь) ятлă-сумлă çынсем пулса тăчĕç.

1962 çулта Çĕрпел енчи секретарьсем пурте института кайса кĕтĕмĕр.

- Районта мухтанмалăх нумай ĕçе çамрăксем пурнăçланă, - терĕç ман вырсарни хăнисем. - Чи лайăххи - пĕр-пĕрне пăрахмарăмăр. Шутлăр-ха: ялти çамрăксемпе кам ĕçлет-ши халь?



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;