Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Малалла, ÿсĕм çулĕпе

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçне куллен вăйлатса пымалли çинчен каланă. Унти хушусене тĕпе хурса Кĕçĕн Кипек  ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Верендеев ку тăрăхри  вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ, çыхăну тата  ытти учрежденисемпе орагнизацисен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен кăсăкланать, вĕсене вăхăтра пулăшу парса тăрать.

 

 

Ялсенчи çамрăксемпе вăй питти çынсем тĕрлĕ ĕçсене кÿлĕннĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ: Чăваш ен Президенчĕн «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнчи пуриншĕн те  пысăк, пĕлтерĕшлĕ хушусене чыслăн пурнăçласа пырасси.

Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыни куç умĕнчех. Ялсене асфальтлă çулсемпе çыхăнтарса çитернĕ, вĕсен тăршшĕ 12 километртан иртет. Пур киле тенĕ пекех газ кĕртнĕ. Вĕрентÿ, культура, сывлăх, суту-илÿ учрежденийĕсене «кăвак çулăмпа» ăшăтмалла туса çитернĕ.

Ял поселенийĕнче вырнаçнă шкулсен коллективĕсем вĕрентÿ системи умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Кĕçĕн Кипекри тата Туçи Çармăсри шкулсенчи педагогсем çамрăк ăру пуласлăхĕшĕн вĕрентĕве компьютеризацилессине тивĕçлĕ шая çĕклерĕç. Аякри  ялсенчи ачасене шкула автобуспа илсе çÿреççĕ. Юлашки вăхăтра шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси çине тимлĕрех пăхма тытăнчĕç. Сăмахран, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта спорт вăййисене тăтăшах ирттереççĕ. Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ, 1972 çулта Олимп вăййисене хутшăннă СССР спорт мастерĕ Павел Андреева халалласа кашни çулах кĕркуннехи кросс ирттереççĕ. Кăçалтан тытăнса районти шкулсенчи чи вăйлă чупакансем Кĕçĕн Кипекре тупăшма пуçларĕç. Иртнĕ кунсенче районти 10 шкулти  спортсменсем тупăшрĕç. Унта Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Алексей Иванов малти вырăна тухрĕ.

Учительсемпе воспитательсем, хăйсен педагогикăри ăсталăхĕпе, вĕрентÿ программине ăнăçлă пурнăçласа пынипе районти шкулсем умĕнче чăннипех мухтава тивĕç.

Хăйтытăмлăх органне кĕрекен ялсенчи тĕслĕх библиотекăсемпе культура çурчĕсем ĕç çыннисен канăвне туллин тивĕçтерсе тăраççĕ. Библиотекăсенче кĕнекесен фончĕ 40 пинтен те иртрĕ, вулакансен йышĕ пине капашрĕ.

Ял поселенийĕнче суту-илÿ ĕçĕ те тивĕçлĕ шайра. Çакăнта вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче ĕçлекенсен тÿпи пысăк. Калинино тата Вăрнар райповĕсене пăхăнса тăракан магазинсенчи сутуçăсем кашни уйăхра ĕççыннисене 470 пин тенкĕлĕх тавар сутса тăраççĕ. Уйрăмах Кĕçĕн Кипекри Л.Иванова, Л.Никитина, Н.Кудрявцева, И.Николаева сутуçăсем халăха куллен кирлĕ таварсене сутассине, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 12 процент ÿстерчĕç.

Халăха медицина пулăшăвĕ парасине лайăхлатрĕç. Кĕçĕн Кипекри, Пăваялĕнчи, Туçи Çармăсри  фельдшерпа акушер пункчĕсенчи сиплевçĕсем пĕчĕк ачасемпе инвалидсен, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ, чирлисене вăхăтра пулăшу параççĕ.

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Верендеев кашни организаципе коллектив хăйсен умĕнчи тивĕçĕсене тÿрре кăларса пыччăр тесе нумай вăй хурать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен кăсăкланать. Çынсен нуши-асапĕ ял пуçлăхĕн хулпуççийĕсем çине йывăррăн тиеннĕрен, ăна малашне те ялсен шăпи, вĕсен сăн-сăпачĕ, тăван тавралăх илемĕ, çынсен тăнăç пурнăçĕ, йăли, сывлăхĕ, культури шута ярать, кăсăклантарать. Халăхăн мĕнпур ыйтăвĕсем ун чĕри витĕр сăрхăнса тухаççĕ тейĕн: пĕри тепринчен йывăртарах, кăткăсрах. Ял пуçлăхĕн тертлĕ те йывăр ĕçне лайăхлатма, унăн тилхепине кăрăс тытса пыма, пысăк йыша пурнăç пусмин çÿллĕрех картлашки çине улăхтарма унăн ăсталăх та, чăтăмлăх та, хăват та, ăс-тăн та çителĕклех. Çавăнпа йывăр лару-тăрура та çухалса каймасть вăл.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;