Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Петровăран ыйтăр-ха...»

Унăн пархатарлă кун-çулне пĕтĕм наградисем тăрăх хаклама пулать. Çын хăйне ăçта мĕнле кăтартнине вĕсем яр-уççăн ĕнентереççĕ. Пирвайхи, паллах, шкула мĕнле пĕтерни. 1947 çулта Уйкас Юнтапари çичĕ çул вĕренмелли шкула чаплăн вĕçленине çирĕплетнĕ Мухтав грамотинче вун икĕ «пиллĕк», урăхла паллă çук. Кун хыççăн тăршшĕпех, мĕн паянхи кунчченех (!), комсомолăн тĕрлĕ шайри органĕсем парнеленĕ наградăсем пухăнса пыраççĕ. Комсомол ретне 1947 çултах Калининăри педучилищĕре тăнă. Кăтартуллă вĕреннĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе илемлĕх кружокĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче пиçĕхнĕ. 1948-мĕшĕнче пулас учительсене Нурăсран Канаша куçарнă. Юлия Евграфовна вара учительсен Канашри институтне те ăнăçлă пĕтерет, унтан капăр дипломпа тухать.

- Çамрăклăха питĕ хĕрÿллĕ вăхăтра ирттертĕмĕр, - асилет педагогика ветеранĕ. - Вăрçă  хыççăнхи çулсенче, çити-çитми пурăнсан та, вăй-хала вунă хут хушса, Тăван çĕршыва чунтан юратса малаллах талпăннă. Манран, çамрăк ăрăва хутла вĕрентнисĕр пуçне, ĕмĕрĕм тăршшĕпех общество ĕçĕ - халăхшăн ĕçлесси хăпмарĕ.

Уйкас Юнтапара та, кайран Вăрман Кипекре те, хăй ирĕкĕн йĕркипе, пĕр тÿлевсĕр, аслă пионер-вожатăй  тивĕçне тытса пынă, художество пултарулăх кружокĕсене аталантарнă, ял çыннисене, яш-кĕрĕме экономикăна вĕрентнĕ (куншăн вара парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ наградăланă Хисеп Грамоти те пур). Конкурссем, смотрсем, фестивальсем йĕркеленĕ. Яра куна, ытларах чухне çĕре те, шкулта ирттернĕ.

- Вăрнара, районти смотрсемпе конкурссене, çулне-çанталăкне уямасăр, лашапа çÿреттĕмĕр. Çуллахи тапхăрсенче эпĕ агитбригада пуçĕнче тăнă, колхозниксемпе тан уйра тăрмашнă. Калаçнă, юрланă, ташланă, халăхпа пĕрле чуна уçса киленнĕ.

Лекцийĕсемпе доклачĕсене итленисем унăн витерÿллĕ сăмахĕсене çаплах астăваççĕ. Ун-кун ыйтăва тĕпчекенсем, тĕнчери, хамăр çĕршыври е  республикăри лару-тăрăва пĕлесшĕннисем Юлия Евграфовнăна чăрмантараççĕ. «Петровăран ыйтăр-ха» тенисене ялта час-часах илтме пулать.

Ăшран ырă çынран ăшă хум çапса тăрать. Ю.Петрова воспитанникĕсем чылай паллă çынсем ĕнтĕ. Учитель вĕсене вырăс чĕлхипе литературине çеç мар, ырă ăс пухма, халăха, Тăван çĕршыва юрăхлă пулма вĕрентнĕ. Çитмĕл теçетке варринче пырать тесе калаймăн ăна. Куçĕсем шăнкăр таса çăлкуç пек чĕрĕ. Кĕлетки, ал-ури, утти кăмăлĕ евĕрлех çăмăл. Тем  вăхăтра Вăрнара çитсе килет. Хăйне пăхма  пĕлет. Ăшран усал-хаярри те ăна усал сăмах хушма хăяймасть.

Комсомола пĕрре кĕнĕ те - патриотла чун-чĕрипех тăрса юлнă. Шкулта, ялта комсомолецсен вожакĕ (организаци секретарĕ) пулнă. Компарти ретне тăнă та - таркăна тухман. Шкулта парторганизаци секретарĕнче ĕçленĕ (уншăн тÿлемен, халĕ те тÿлемеççĕ, пурĕ пĕр ялта ĕçлет). Юлия Евграфовна кăкăрĕ çинче паян комсомол 90 çул тултарнă ятпа кăларнă медаль ялкăшса çиçет.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;