Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанчăклă туспа çывăхланар

Пасар кунĕнче Калинино çывăхĕнчи пĕр ялти пĕлĕшĕме тĕл пулнăччĕ.

- Кÿршĕ пирĕн сала пирки радиоэфирпа информаци тухнине каларĕ. Мĕн çинчен-ши, илтмен-и; - ыйтрĕ вăл.

- Эпĕ те  илтмен - кил хушшинче ĕçленĕ те. Анчах район хаçатĕнче тăван тăрăх аталанăвĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Кăсăкланан пулсан, вулаттарăп, - тавăртăм ăна.

Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартма пулать. Ялта нумаях пулмасть пурăнма пуçланă çамрăк арăм çăвĕпе хĕле хатĕрленсе банкăсемпе ĕçлерĕ. Кÿршĕри ватă хĕрарăм ыйтмасăр чăтаймарĕ: ăçтан-ха унăн çакнашкал консервлас ăсталăх; Иккен, çамрăкăн опыт та çук, пĕтĕмпех «Çĕнтерÿ çулĕнчи» рецепт-сĕнÿсемпе усă курать. Питĕ кăмăллă.

Чăн та, район хаçачĕ тĕрлĕ информацисемпе пуян. «Çĕнтерÿ çулĕ» тăрăх эпир районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен событисем çинчен пĕлетпĕр.

Шкул ачисемшĕн те вăл - вĕрентÿллĕ хаçат. Ытти вĕрентÿ учрежденийĕсем  мĕн ĕçлени, тантăшĕсем мĕнпе кăсăкланни хăйсене те аталанма пулăшать-çке.

Интереслĕ калавсем, çĕнĕ сăвăсем, специалистсен канашĕсем... - пурте пур. Çитменнине статьясенчи сăнарсем - эпир паллаканнисем, вăл е ку ĕçпе палăрнисем. Тăтăш çырăнса илекенсемшĕн хаçат темрен те хаклă. Радиопа, сăмахран, хăш-пĕр информацие илтмесĕрех юлма пулать - яланах приемник çумĕнче лараймастăн-çке. Хаçат вара пур чухне те  юнашар, хăвна меллĕ вăхăтра вулама, кирлĕ статьясемпе сĕнÿсене касса илме  пултаратăн. Çавăн пек тус кашниннех пулмалла. Эппин, хăвăртрах «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслашма тăрăш.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;