Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

СПАРТАКИАДА КУБОКĔ - ВĂРНАРСЕНЧЕ

Иртнĕ шăматкун район администрацийĕн ĕçченĕсем ĕç костюмĕсене каллех спорт тумĕпе улăштарчĕç - тарăн ыйтусене татса пама кăна мар, ăмăртусенче те хастар пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Ăнтăлу кăлăх мар - кубок кăçал та вăрнарсен аллинчех юлнă!

- Муниципаллă ĕçченсем хушшинче çакнашкал спартакиада йĕркелени питĕ кăмăла каять. Хальлĕхе унта спортăн шутлă тĕсĕсене кĕртнĕ, анчах та çитес çулсенче ăмăрту программи тата анлăрах пуласса шантараççĕ. Кăна ырламалла - хăйтытăмлăх органĕсенче тимлекенсен тата ытларах пайĕ спортпа туслашĕ. Çакă вара ĕçре те ÿсĕмсем тума май парать. Сывă ÿт-пÿре сывă ăс-тăн тесе ахальтен çирĕплетместпĕр ĕнтĕ. Хамăр йыша вăйлă, пултаруллă, спортпа туслă çамрăксем чăмăртанни савăнтарать. Кăçал та эпир акă пĕрремĕшсем пулса тăтăмăр, - савăнăçлăн пĕлтерет районăн тĕп физкультурникĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов.

Патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем хушшинчи çиччĕмĕш спартакиадăн финалĕ Йĕпреçри «Патвар» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ. Вăрнарсем программăна кĕртнĕ виçĕ тĕсре те малти  вырăнсене йышăннă. Командăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов ертсе пынă.

Чи малтанах ишессипе старт панă. Питĕ шел те, вăрнарсем спартакиада хуçисене пĕр çеккунт выляса янă, кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Командăра - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, финанс пайĕн специалисчĕ Юрий Бурмистров, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Войтенко.

Дартс енĕпе те Вăрнар район администрацийĕн команди - иккĕмĕш вырăнта. Сергей Политов, Юрий Бурмистров, социаллă аталану пайĕн специалисчĕ Владимир Прокопьев пĕрле 435 очко пухнă.

Уйрăмах волейбол вăййи хĕрÿ иртнĕ. Администраци команди пĕрремĕш вырăншăн патăрьелсемпе вылянă, хирĕç тупăшакансене икĕ сетра та парăнтарнă. Командăра - Сергей Павлов, Андрей Матвеев, Костя Сидоров, Сергей Шуркин,  Владимир Прокопьев, Иван Федоров, Светлана Войтенко.

Çĕнтерÿçĕсене ЧР Юстици тата Физкультурăпа спорт министрĕсем Валерий Петров тата Анатолий Николаев саламланă, кубокпа, медальсемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;