Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕре хисеплетĕн - пархатар куратăн

Çичĕ уйра çичĕ ана пултăр, уйра çичĕ тĕслĕ тырă пултăр теççĕ ваттисем. Çапах та пур чухне те йăх-несĕлĕмĕрсем каланине асра тытни курăнмасть. Районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пушă выртакан çĕрсем çав-çавах пур. Тĕп сăлтавĕ - вырăнти хуçалăхсем панкрута тухни. Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров çитес вăхăтра ял хуçалăх çулталăкĕнче пĕрчĕллĕ культурăсемпе «иккĕмĕш çăкăра» пĕрер миллион тонна туса илмелле тенĕ. Республика пуçлăхĕ ял хуçалăх организацийĕсем умне кăларса лартнă тĕллеве пурнăçлас тесен пирĕн районта парлак çĕрсем пулмалла мар. Уй-хирте тыр-пул вырăнне çум курăк ашкăрни - хресчен çĕр-аннемĕре хисеплеменнине кăтартать. Çивĕч ыйтăва татса парас тесе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем инвесторсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Шупашкарти «Газавтосервис» АУО «Родник» агрофирмăн, «Знамя труда» хуçалăхăн, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ «Строитель», «Самолет», «Янишево», «Искра» ял хуçалăх предприятийĕсен, «Агрохмель» тулли мар яваплă общество ял хуçалăх техникумĕн, «Луч» кооператив «Свет» хуçалăхăн çĕр лаптăкĕсем çинче агротехника ĕçĕсене пурнăçланă, япăх мар тухăç илнĕ, кĕр тыррисене акса хăварнă. Пăшăрханмалли те пур. Мускаври «Синтез-Агро» тулли мар яваплă общество Пăртас, Кульцав, Вăрманкас ял тăрăхĕсенчи çĕрсем çинче ака-суха ĕçĕсем тума шантарнă, анчах паянхи кун та улшăнусем çук - лав вырăнтах. Палăртмалла, аш-какай комбиначĕ кăçал «Самолет» колхозăн 510 гектар çĕрĕ çинче ял хуçалăх культурисене çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ-ха. «Ватман çерем» вара тата 390 гектар. Пĕтĕмĕшле илсен районта тата  1500 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Н.Федоров Президент ку çул вырма вăхăтĕнче аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары» агрофирмăра ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чух 2009 çулта республикăра, çав шутра Вăрнар районĕнче те, усă курмасăр выртакан çĕрсем пулмалла мар терĕ. Апла тепĕр çул район аграрийĕсен пысăк тĕллеве пурнăçлассипе çанă тавăрсах ĕçлемелле.

Кĕрхи çĕртме - пулас тухăç никĕсĕ. Ял хуçалăх организацийĕнчи механизаторсем пĕтĕмпе 11 пине яхăн çĕр сухаланă. Федор Афанасьевич Потолинский, «Санары» агрофирмăн хастар ĕçченĕсенчен пĕри. Вăл яланах пахалăхлă çĕр хатĕрлет. «Çĕнĕ техникăпа - хăватлă «Джон Дирпа» - ĕçе пурнăçлама лайăх», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Федор Афанасьевич «хурçă учĕ» çине ытараймасăр пăхса. Федор Потолинский Украинăра çуралса ÿснĕ, механизаторта 1976 çултанпа тимлет. «Санары» агрофирмăра улттăмĕш çул вăй хурать. Ăна хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Украина çынни Чăваш çĕршывне юратать, агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывать. Ахальтен мар ăна Роберт Петров ертÿçĕ Çĕр улми уявĕнче агрофирмăн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Чăн та ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çук мар-ха. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативри  Юрий Филиппович Филипповăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 40 çула яхăн. Ял  хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе теветкеллĕн тимлекен механизатор çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартать.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;