Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çынсемпе вашават, ĕçре хастар

«Пирĕн пĕчĕк коллективра питĕ маттур та вăр-вар почтальон пур. Чылай çул Уравăш ялĕнче хаçат-журнал сарать, çынсем патне çыру-телеграммине те вăхăтра çитерет, тивĕçлĕ канăва тухнисене пенси укçине валеçессипе ырми-канми тимлет. Ĕçтешĕсем хушшинче те, ялта та хисепре, ун пирки усал сăмах каланине  илтмен. Районти ытти ятлă-сумлă ĕç çыннисемпе танах хаçат страници çине тухма тивĕçвăл», - пĕлтернĕччĕ Уравăшри почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Елена Мутина, хăйсен тăрăхне çитсе курма чĕннĕ май. Вăл асăннă почтальонка ноябрь пуçламăшĕнче çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунине те хыпарланăччĕ.

Шăп та, çак пĕлтерĕшлĕ кун умĕн Уравăш ялне ĕçлĕ командировкăна тухса кайма, почта уйрăмĕн кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе тата  кунта вăй хуракансемпе паллашма тĕллев тытрăмăр. Тинех почта уйрăмĕн пуçлăхĕн ырă сăмахĕсем тăрăх пĕлекен почтальонка-юбиляршă - Любовь Виссарионовна Лукинапа - тĕл пулма тÿр килчĕ.

Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ, çăмăл мар ĕçре ÿсĕмлĕ тăрăшать пулин те теприсем пек ним çукран мухтанма  юратмасть - çакнашкал шухăш çуралчĕ тĕлпулун пĕрремĕш самантĕнчех. «Манран ытларах ĕçлекенсем те, çитĕнÿсем тăвакансем те тем чухлех, вĕсем çинчен çырмалла та хаçатра...», - пулчĕç унăн чи малтанхи сăмахĕсем. Апла пулин те хăйĕн ĕçне пĕтĕм чунран парăнса тимлекен почтальонка, çемье вучахĕн ăшшине тытса тăракан мăшăр тата амăшĕ - нумайăшĕшĕн чăн чăваш хĕрарăмĕн ырă тĕслĕхĕ. Çавăнпа та хаçата  вулакансене те унпа хаваспах паллаштарас килет.

Халĕ Уравăшра пурăнакан Любовь Виссарионовна Лукина хамăр районти Малти Ишек ялĕнче Акулина Ивановнапа Виссарион Иванович Ивановсен йышлă çемйинче кун çути курнă, ултă пĕртăван туслă, пĕр-пĕрне пулăшса пырса ÿснĕ. Вăхăт çитсен ашшĕ-амăшĕн ăшă çунаттисем айĕнчен тĕрлĕ çĕрелле саланнă ĕнтĕ, çапах та çывăх çынсем хушшинчи çыхăну татăлмасть. Ачалăхпа çамрăклăха аса илни самантлăха тунсăх туйăмĕсене çуратни сисĕнчĕ Любовь Виссарионовнан пит-куçĕнче. Шкула пĕрле çÿресе, выляса-кулса ÿснĕ тус-тантăшĕсем, ăс панă учительсем... - халĕ те пурте асрах. Шкулта парта хушшинче ларнă вăхăтрах чи пысăк ĕмĕтпе хавхаланса, ăна пурнăçлама пĕтĕм  чун хавалĕпе талпăннă çамрăк хĕр. Тухтăр профессине мĕн ачаран кăмăлланăскер, хăйĕн пурнăçне çынсене чир-чĕртен сиплессипе çыхăнтарасса шаннă, çавăнпах уроксенче учительсене тимлĕн итлесе пĕтĕм пĕлĕве пуçа хывнă, хăй тĕллĕн те сахал мар вĕреннĕ. Шел те, темшĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пур чухне те пурнăçа кĕреймеççĕ-çке. 8 класс пĕтернĕ хыççăн, акă, Люба Шупашкарти медучилищĕне çул тытнă, анчах пысăк конкурс витĕр тухма балл çитейменни чăрмантарнă. Шанăçа çухатман хĕр 10-мĕш класс хыççăн та ăнăçăва тепĕр хутчен тĕрĕслесе пăхма шутланă пулин те, хальхинче те тĕрлĕ сăлтава пула май килмен.

Тепĕр тесен, Любовь Виссарионовнан ĕмĕчĕн пĕр пайĕ хăйне май пурнăçланнă тесен те йăнăш мар. Тухтăр профессинех алла илнĕ вăл, анчах çынсене сиплеме мар, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче выльăх-чĕрлĕхсен сывлăхне пăхса-асăрхаса тăма вĕреннĕ. Уравăш каччипе çемье çавăрнăскер, 15 çула яхăн «Мир» совхозра ветеринарта тимленĕ.

«Техникумра пĕлÿ пухнă чух, пĕррехинче, пĕр курсра вĕренекен каччăна салтака ăсатма Уравăш ялне ушкăнпа килсе çитрĕмĕр. Шăпах та çавăн чухне хамăн пулас мăшăрăма (вăл та ачаран пуçласа мĕн хуçалăх саланичченех тăван совхозра ĕçленĕ) тупрăм та, - аса илет Любовь Виссарионовна, калаçу çăмхи çемье çине куçнă май. - Халĕ вара Уравăш тăван ял пулса тăчĕ. Кунта манăн кил-çурт, çемье, ачасемпе мăнуксем, килĕштернĕ ĕç...»

Сăмах май, вĕсем мăшăрĕпе - Анатолий Леонидович Лукинпа - пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Ачисем пурте çемьеллĕ, мăнукĕсем те, Виталипе Аделина тата Карина - куç тулли савăнăç парнелеççĕ. Тепĕр тесен, çакă мар-и ашшĕ-амăшĕн телейĕ;

Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕр ересрен асăрхаттарас, сиплес тĕлĕшпе чылай çул вăй хунă пулин те, пурнăçри тĕрлĕ сăлтавпа пĕр хăнăхнă ĕçрен уйрăлмалла пулса тухнă. Çапах та çухалса кайман пултаруллă хĕрарăм, алă усса ларман. Вырăнти почта уйрăмне Уравăш ялĕпе почтальонка кирлине пĕлсен, нумай шутласа тăмасăрах кунта вырнаçнă. Ĕçе кĕнĕренпе, 1994 çултанпа, паянхи кунччен хаçат-журнал тултарнă сумка йăтса миçе çĕр çухрăм «парăнтарман» ĕнтĕ Любовь Виссарионовна - тепĕр спортсменран та нумайрах пулĕ. Пĕрремĕш кунсенчех çăмăл мар ĕçе кÿлĕннине туйса илнĕ: çанталăка пăхмасăр хаçат-журналпа çыру-телеграмма валеçмелле (вулакан юратнă печать изданине чăтăмсăррăн кĕтет-çке), çыннисем те тĕрлĕрен пулаççĕ - пурне те пĕр пек юрама йывăр... Паянхи  кун тата почтальонăн сутуçă профессийĕн вăрттăнлăхĕсене те уçма тивет вĕт - ял çыннисене таварпа тивĕçтермелли плана тултарма  та ĕлкĕрмелле. Çапах та ниме пăхмасăр, ĕçри тата пурнăçри йывăрлăхсене çĕнсе, опытлă почтальонка яланах пĕрремĕшсен ретĕнче.

«Çынсен пурнăç шайне кура малтанхипе танлаштарсан хаçат-журнал çырăнакансем те сахалланчĕç. Тăван хуçалăх саланса арканнă пирки çамрăксен  урăх çĕрте çемьене тăрантармалăх ĕç шырама тивет. Хăш-пĕр хуçалăхсемпе организацисенче çынсене хаçат çырăнса парса хавхалантараççĕ пулсан, пирĕн тăрăхра ун пекки çук. Хамăр вăйпах çырăнтаратпăр, халăха çĕнĕ изданисемпе паллаштаратпăр. Ватă çынсем, сăмахран, «Кил-çурт. Хушма хуçалăх», «Хресчен сасси. Кил» хаçатсене кăмăллаççĕ. «Çĕнтерÿ çулне» юратса вулакансем те пирĕн ялта нумаййăн», - пĕлтерчĕ почтальонка хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май. - Тĕрлĕ интереслă çынсем те пур-ха пирĕн хушăра. Василий Быковах, акă, «Юный натуралист», «Наука и жизнь», «Природа и человек» тата ытти хаçат-журналсене илсе тăрать, 2009  çулхи пĕрремĕш çур çуллăха та 3 пин ытла тенкĕлĕх издани çырăнчĕ».

Любовь Виссарионовна Лукина ĕçтешĕсем хушшинче те хисепре, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. «14 çул почтальонкăра тимлесе хăйне ырă  енчен кăтартнă, пĕр йăнăшсăр вăй хунă, ĕç планĕсене тултарассипе те вĕçĕмех малта. Подписчиксемпе вашават пулнăран ăна кашни  килтех ырă сунса кĕтеççĕ», - мухтать ăна почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Елена Мутина, калаçăва хутшăнса.

- Ноябрĕн 2-мĕшĕнче 50 çулхи юбилейне паллă тăвать Любовь Виссарионовна. Ăна эпир, ĕçтешĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем пĕтĕм чун-чĕререн саламласа паянхи пекех сăпайлă та тăрăшуллă пулма çемьере ачисемпе мăнукĕсен ăшшине, тавне туйса пурăнма  сунатпăр. Телей, ăнăçу яланах пĕрле çÿретĕр, - терĕ Елена Никитична юбиляра саламласа.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;