Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăшпиллĕхпе ырăлăха мала хурар

Ăшпиллĕхпе ырăлăх... Пур-ши вĕсем хушшинче уйрăмлăх; Е пĕр япаланах икĕ сăмахпа калатпăр; Этем  нумай та çын сахал тенине кура манăн ыр çын чылай та, ăш пилли сахал тесе калас килет. Çак шухăша çирĕплетме тĕслĕхсем илсе пани вырăнлă.

Пирĕнтен кашниех ырă пулма пултарать. Кĕрхи çумăрлă çанталăк. Çил ачисем алхасса е  питрен-куçран, е ĕнсерен кĕрсе пальто аркинчен тухса кăтăклаççĕ. Сивĕ сывлăш та хăвалать хыçран. Часрах çитесчĕ ăш пÿрте. «Мяу!» - сасартăк татать сан шухăш çăмхине çинçе сасă. Мĕн тери ачаш туйăмсем  вăратать-çке вăл! «Пулăшсамччĕ мана», - тенĕн туйăнать çак сасă. Ăшри черченкĕ хĕлĕхсене сĕртĕнет пĕчĕк чун йăлăнăвĕ. Сивĕпе ĕнтĕркенĕ кушак çурине алла илетĕн те киле васкатăн. Темшĕн çилĕ те, сивви  те йăвашланнă пек туйăнать халĕ. Пĕçукпа иксĕр (ăна валли эсĕ ят та тупма ĕлкĕртĕн ĕнтĕ) пурнăç çулĕпе малалла талпăнатăр...

Чăн-чăн ырă ĕç, çав вăхăтрах ăшпиллĕхĕ те. Ним шутламасăр теприне пулăшу алли тăснине нимĕн те çитмест. Пĕр-пĕр ĕç тăвас умĕн çакăн евĕрлĕ шухăшласа тăрсассăн: «Мĕн кĕтет-ха мана кун хыççăн; Мĕнле усă кÿме пултарать; Хама япăх пулмасть-и;» - кунта нимĕнле ăшпиллĕх çинчен те калаçмалли çук. Пĕрне ырă туса теприн куçĕ умĕнче лайăх курăнма тăрăшни çеç çакă. Çапла, ырă ĕçех тăвать вăл, анчах унтан ытлашши мар.

Ман шутпа, ăшпиллĕх - пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни* хăвăн çинчен мансах çывăх юлташна пулăшма хатĕрри* кашни этемрех, вăл шутра пурнăçăн чи аялти картлашки çинче тăракансенче те, çынлăх туйăмĕсене вăратасси* ултав-суя «урине» «упаленме тытăнсанах» çапса хуçасси.

Чăн ăшпиллĕхлĕ пулма питĕ йывăр. Çитĕннисен чунне яланах шĕкĕ кăшлать. Таçтан тухакан сасă урăхларах тума йыхăрать. Усалĕ аякранах тĕксе тăрать.

Ачасем вара туйăмсене пытарма пĕлмеççĕ-ха. Хальлĕхе. Мĕн шутлани-туйнине çавăн пек кăтартаççĕ, пĕлтереççĕ. Суя та вĕсемшĕн ют. «Устами младенца гласит истина», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ вырăссем. Пĕчĕк тĕпренчĕксем пурне те ырлăхпа телей кăна сунаççĕ. Кăмăлĕпе начар çынсене тÿрех уйăрса илеççĕ.

Ырă ĕçсене Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çеç тăвас марччĕ. Ырăлăхпа ăшпиллĕхе ĕмĕрĕпех тĕпе хурса пурăнасчĕ!



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;