Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Калаçусем ирттернĕ

Пушарпа кĕрешекен службăсем районта профилактика ĕçне тĕллевлĕ йĕркеленĕ. ВДПО-н çĕнĕрен уçăлнă вĕрентÿ класĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркипе пĕлÿ параççĕ,  шкулсемпе ача сачĕсенче вĕренÿсем йĕркелеççĕ, предприяти-организацисенче те çирĕплетнĕ йĕркепе инструктаж витĕр тухмалла. Ку мероприятисен тĕп тĕллевĕ пĕрре - çынсене, уйрăмах ачасене вут-çулăмпа тимлĕ пулма хăнăхтарасси, çапла майпа инкексене асăрхаттарасси.

Октябрь уйăхĕнче, акă, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн тата ВДПО-н профилактика енĕпе тимлекен инструкторĕ И.Максимова Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсемпе тĕл пулнă, директорăн класс тулашĕнчи ĕçĕсемпе тимлекен заместителĕпе С.Югинапа пĕрле  ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн темине хускатакан калаçусене явăçтарнă. И.Максимова инструктор районта çак тапхăрта пулса иртнĕ инкексене тишкерсе сăлтавĕсене уçса панă, ачасен айăпĕпе тухнисем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. 1961 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă çав тери хăрушă инкек çинчен каласа пани те  вĕренекенсене шухăша яма кирлĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем пушара сÿнтермелли хатĕрсемпе тата меслетсемпе, пĕрремĕш класра пĕлÿ пухакансем Хăрушсăрлăх азбукипе паллашнă. Вĕсене вут-кăварпа кĕрешекен техникăна кăтартнă, вăл мĕнле ĕçленине ăнлантарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;