Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВĂРНАР ÇĔРĔН МĂНАÇЛĂХĔ

Октябрь пуçламăшĕнче Чăвашрадио эфирта Вăрнар районĕн эрнине ирттерчĕ. Вулакансем ыйтнипе хамăр ентеш - Чăван ен Культура министерствин тĕп специалист-эксперчĕ, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕх канашĕн членĕ Валерий Кошкин тухса калаçнине пичетлетпĕр:

- Вăрнар çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян! Вăл паллă политика деятелĕсене тата производство командирĕсене, культурăпа искусство деятелĕсене, ученăйсене, çар çыннисене, экономикăн чылай отраслĕн мухтавлă представителĕсене, район, республика тата Тăван çĕршывăмăрăн патриочĕсене çитĕнтернĕ. Вулакансем Алексей Воробьев, Иван Ивник, Мĕтри Кипек, Юрий Айдаш, Владимир Кузьмин, Михаил Васильев, Антип Николаев, Елена Тикинева, Улька Элменĕ,  Валентин Константинов тата ытти чылай поэт-çыравçăн кĕнекисемпе литература произведенийĕсене аван пĕлеççĕ. Урăх районтан тухнă пулин те Петĕр Ялкир, Альберт Канаш, Спиридон Шăпчăк-Толмасов кунта хăйсен чи  лайăх произведенийĕсене çырнă. Шупашкарта вăрнарсем районтан тухнă çынсен «Туслăх» обществăлла организацине пĕрремĕш туса хунă. Республикăри Культура министерствине тата Чăваш Республикин Писательсен союзне хăй вăхăтĕнче чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов ертсе пынă. Сăмах май, Чăваш ен Президенчĕн Указĕпе Культура министерĕн заместителĕнче Вăрнарти  Татьяна Казакова ĕçлет.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нумай çул ĕнтĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне иртересси йăлана кĕчĕ. Опера искусствин аталанăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк тата куракансен кăсăкланăвĕ анлăланнине шута илсе Президент Указĕпе кăçал вăл 18-мĕш хут иртет. «Кольцовкăри Максим» - çапла ят панă хăйĕн Пысăк театрăн тĕнчине паллă солисчĕ çинчен калакан кĕнекине Питĕрти Кузнецова театровед. Тĕнчери паллă театрсенчи солистсемпе пĕрле чăваш сцени çинче аслашшĕн ĕçне малалла тăсакан Пысăк театр солисчĕ Максим Михайлов юрланине те палăртма кăмăллă. Надежда Павлова прима-балеринан та - амăшĕн линийĕпе Вăрнар тымарĕсем.Тăван оперăпа балет театрĕн сцени çинче чылай çул ĕнтĕ районтан тухнă юрăçсем юрлаççĕ - Раççей тава тивĕçлĕ артистки, чăваш халăх артистки Мария Еланова тата  чăваш халăх артистки Валентина Смирнова. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçин, Раççей искусствин  тава тивĕçлĕ деятелĕн, Раççей халăх артисчĕн Юрий Васильевăн ячĕ республика тулашĕнче те паллă. Чăваш халăх артисчĕсем Анна Кутузова, Михаил Михайлов, Людмила Семенова, Лидия Красова, Чăваш ен тава тивĕçлĕ артисчĕсем Надежда Воюцкая, Раиса Рукавишникова, Николай Фомин, Стас Владимиров, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Анатолий Никитин, Радик Петров, Григорий Петров, чăваш эстрадин паллă юрăçисем Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Георгий Мокеев т. ыт. те - тивĕçлипех район мăнаçлăхĕ.

Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Праски Виттин ячĕ тĕнчипе саланчĕ. Вăл К.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх ÿкерчĕксен серине хатĕрленĕ. Санкт-Петербургра пурăнакан паллă театр художникĕ Станислав Кошкин та тăван республика театрĕсемпе çыхăнăва татмасть.

Вăрнарсем хăйсен ентешĕсемпе - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе те - мухтанаççĕ. Кунта Совет Союзĕн тăватă Геройĕ, Раççей Геройĕ Федор Кузьмин, Польша Геройĕ, Калинин ячĕллĕ партизан отрячĕн разведка ушкăнĕн командирĕ Жорж Илюкин, вунна яхăн генерал, вăл шутра - Тимаков, Степанов, Григорьев, Федоров контр-адмирал çуралнă. Байконура çĕкленĕ çĕрте вăрнарсем - Эрик Васильев, Валерьян Тихонов, ыттисем - палăрнă. Чăваш Республикин Федераллă миграци службин управленийĕн пуçлăхĕпе заместителĕ те вăрнарсем - Станислав Иванов тата Вячеслав Галкин.

Пирĕн ентешсем кÿршĕлле регионсенче те палăрнă. Саранскри патшалăх университетĕнче акă медицина наукисен докторĕ Виктор Константинов профессор ĕçленĕ, Саранскри оперăпа балет театрĕнче Мордови Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Людмила Кузнецова юрлать.

Вĕрентÿ тĕнчинче хăйсем хыççăн чăваш чĕлхин грамматикин авторĕ, философи профессорĕ Виктор Вишневский, чăваш чĕлхипе медицина брошюрине пĕрремĕш çырнă Семен Вишневский, ырă ят хăварнă. Филологи тата педагогика наукисен тĕпчевçисем Семен Горский, Отачкин, Алексеев, Петров, Сафронова, Лотря, Никифорова, Вениамин  Кошкин паллă. Ку йышра çавăн пекех - Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Владимир Федоров, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов, Чăваш патшалăх университечĕн кафедра заведующийĕ, филологи наукисен докторĕ Виталий Родионов профессор, Шупашкарти кооператив институчĕн истори наукисен докторĕ Леонид Таймасов тата Леонид Тянгов доцентсем. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче философи наукисен докторĕ Станислав Михайлов. Пединститутпа ял хуçалăх академийĕнче докторсемпе наука кандидачĕсем чылаййăн ĕçлеççĕ.

Вăрçă тата ĕç ветеранĕ, экономика наукисен кандидачĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ И.П.Прокопьев нумай çул республикăна ертсе пычĕ, унăн пиччĕшĕ педагогика наукисен докторĕ, çĕршыври педагогика  наукисен докторĕ Иван Прокопьев профессор - доктор  тата кандидат диссертацисене хÿтĕлессипе ĕçлекен аттестаци комиссине. Вăрнарта Социализмла ĕç Геройĕ Иван Никифоров педагог, паллă учительсем - Посадская, Нарышкинсем, Толстовсем, Флотскисем, ыттисем - ĕçленĕ.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмпа Раççей  тава тивĕçлĕ экономисчĕ Роза Кондратьева ертсе пырать. «Чувашлифтмонтаж» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Михайлов, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ Галина Авдеева, физкультура диспансерĕн тĕп врачĕ Арнольд Казаков пысăк хисепре. Федераллă казначействăн тава тивĕçлĕ экономисчĕ Ирина Клюкова Вăрнарта  ĕçлесе ырă ят хăварнă.

Ĕç тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Патшалăх Комитетне чылай çул Николай Михайлов ертсе пынă. 1941-1945 йывăр вăрçă çулĕсенче республикăри  çĕр ĕçĕн халăх комиссарĕнче Николай Малов тăрăшнă. 1937-1939 çулсенче ку поста Сергей Ксенофонтович Коротков, хыççăн икĕ хутчен Социализмла ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕскер, йышăннă. Иванов та çĕр ĕç наркомĕ пулнă. Вăрнар районĕнче ертсе пыракан должноçсенче тимленĕ Агафонов тата Кушков хăй вăхăтĕнче республикăн ял хуçалăх министрне çитрĕç. Ял çыннисем ял хуçалăх производствине аталантарассине пысăк тÿпе хывнă Александр Доманина, Александрпа Василий  Ашанинсене, Николай Петрова, Михаил Петрова, Исаак Кошкина, Федор Кузьмина, Василий Игнатьева, Иван Васильева, Михаил Афанасьева, Иван Павлова, Григорий Индюкова, Семен Воробьева тата ыт. те мухтаççĕ. Ленин ячĕллĕ колхозранах акă çирĕме яхăн Социализмла ĕç Геройĕсем тухнă. Пысăках  мар Авруй ялĕ çĕршыва ученăйсем, тăватă наука докторне парнеленĕ.

Спортсменсем хушшинче Власовпа Жаботинский штангистсене, йывăр виçе категорийĕнче СССР чемпионне тата  тĕнче рекордсменне Виктор Андреева, çавăн пекех Валентина Егорова олимп чемпионкин пĕрремĕш тренерне Геннадий Васильева, республикăн пĕрре мар чемпионне, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерне - хăвăрт утассипе чылай спортсмена хатĕрленĕ Альбина Семенована, самбо тата дзюдо тренерне Савелий Галкина асăнмасăр иртме çук.

Зеленовка ялĕнче Лев Николаевич Толстойăн уйрăм корреспонденчĕ Николай Почуев ĕçленĕ. Вырăс халăх писателĕн чăваш педагогĕ патне янă маларах паллă мар çырăвĕнче кăмăл-сипете  аталантарас ыйтăва çĕкленĕ, ку облаçре ĕçленишĕн тав тунă. Ăс-хакăл, чун-чĕре пуянлăхĕ,  уççăн калаçни, сăпайлăх, ĕçе тата Тăван çĕршыва юратни район çыннисенчен Вăрнар тăрăхĕн, Чăваш енĕн, Раççейĕн чăн-чăн ăстаçисем туса çитĕнтернĕ. Вĕсем хăйсен пуян историне хаклаççĕ, телейлĕ малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;