Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçсем кал-кал пыраççĕ

Кĕркунне ăшă та типĕ тăни Кĕçĕн Çавал çинче тимлекен строительсемшĕн  питĕ меллĕ пулчĕ. Иртен пуçласа сĕм каçчен  ĕç вĕресе  тăрать кунта: пысăк грузлă техника  çĕр, щебень турттарать,  пилĕкшер экскаваторпа бульдозер, 8 автомашина, рабочисен икĕ бригади пĕтĕм ĕçсене хутшăнаççĕ.

Сăмах май, 600 метр тăршшĕпе çĕр плотинине строительство палличчен хăпартнă ĕнтĕ, пĕтĕмпе вара вăл 1 çухрăма тăсăлмалла. Плотинана витме кирлĕ тимĕр-бетон плитасен ытларахăш пайне те кÿрсе килнĕ.

Пурте пĕлеççĕ, Кĕçĕн Çавал çинчи плотинана çынсене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 2005 çултанпа тăваççĕ. Ку çул вĕçне водохранилищĕн тĕп сооруженисен строительствине пĕтерме, объекта эксплуатацие 2009 çулта пама палăртнă. 



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2008
00:00
Поделиться
;