Амăшне вĕлернĕ
Пурнăçра ытла та хăрушă пулăмсем тĕл пулаççĕ: пĕрисем 9 уйăх варта аталаннă ачисене çÿп-çап ещĕкĕсене персе хăвараççĕ, теприсем ашшĕ-амăшĕсене çуратса ÿстернĕшĕн тав тăвас, сума сăвас вырăнне хĕн айĕнчен кăлармаççĕ. Шел те, çакнашкал ирсĕрсем те пур пирĕн хушăра.
Çынсем Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлама хатĕрленнĕ вăхăтра, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, акă, Вăрнарти тĕп больницăра Малти Ишекре пурăннă, 58-ти хĕрарăм вилсе кайнă. Унăн пуçĕ тата хырăмĕ йывăр суранланнăран, лару-тăру питĕ япăх пулнă.
Анчах кам çапла асаплантарнă-ха ăна; Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май айăплине тытса чарнă. Больницăна лекиччен икĕ кун маларах, октябрĕн 31-мĕшĕнче, 58-ти К.-на тăван ывăлĕ хĕненĕ иккен. Çапла майпа хăйне кун çути кăтартнă амăшĕн пурнăçне татнă.