Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар икĕ çын пурнăçне татнă

Уявпа çыхăннă кану кунĕсем пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн те лăпкă  иртмен. Пушар сÿнтерекен машинăсен икĕ хутчен инкек вырăнне васкавлăн тухса кайма тивнĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пĕри вара уйрăмах хăрушă пулнă. Етрукасси Мăрат ялĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче «хĕрлĕ автан» авăтнине пула икĕ çын вилнĕ. Пушар Н.-сен хуçалăхĕнче тухнă, çак вăхăтра пÿртре кил хуçипе ывăлĕ тата кÿршĕ хĕрарăмĕ пулнă. Çуртра вут-çулăм хыпса илнĕ чух вĕсем, унччен маларах ĕçкеленĕскерсем, çывăрнă иккен. Кил хуçи çунакан çуртран тухса тарма ĕлкĕрнĕ-ха, анчах унăн ывăлĕпе хĕрарăма çулăм хăй ытамĕнчен кăларман.

Пушар сăлтавне хальлĕхе уçăмлăн палăртман-ха, çапах та вăл килте туса хатĕрленĕ ăшăтмалли прибортан тухма пултарнă тесе шутлаççĕ.

Ноябрĕн 2-мĕшĕ умĕнхи каçхине Вăрнарта пĕр уйрăм хуçалăхра мунча тивсе илнĕ. Вут-кăвар мунча умне тĕп тунă, мунчана сиенлетнĕ. Инкек сăлтавĕ - кăмакан тĕтĕм çулне тĕрĕс мар туни.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2008
00:00
Поделиться
;