Кĕмĕл медале тивĕçнĕ
Нумаях пулмасть Мускавра «Ылтăн кĕркунне - 2008» Пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравĕ иртнĕ. Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти - «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн чи тухăçлă ĕçлекен филиалĕсенчен пĕри - унта сумлă награда çĕнсе илнĕ: тулă, урпа кĕрписене пăхалăхлă кăларнăшăн кĕмĕл медале тата Пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравĕн дипломне тивĕçнĕ.