Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЧĂВАШСЕН ПĔРРЕМĔШ ХĔР-ШОФЕРĔ

Федора Григорьевна Григорьева, чăвашсен пĕрремĕш хĕр-шоферĕ, 90 çул тултарчĕ. Вăл Вăрнар поселокĕнче, Гагарин тата Лермонтов урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте, тăпăлкка çуртра ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Ăна тăхăр теçеткере тесе пĕртте калас килмест. Ăсĕ-тăнĕ çамрăк чухнехи пекех çивĕч, паянхи куна çитсе те куçлăх тăхăнса курман. Хаçат-журнал вулама питĕ юратать. «Çĕнĕ çултан илсе тăма «Çĕнтерÿ çулне» тахçанах çырăнтăм, - пĕлтерчĕ Федора Григорьевна. - Вăл манăн чи юратнă хаçат». Тĕрĕ  тĕрлеме те ăста иккен - унăн ĕçĕсем пÿлĕме илем кÿреççĕ. Чăлха-нуски халĕ те çыхать. Хĕл кунĕсенче ахаль ларас килмест-çке, тет.

Вăр-вар та çивĕч Федора Григорьевнăпа пилĕк çул каялла инкеклĕ ĕç пулса тухнă - унăн пĕçĕ                    хуçăлнă. Пĕтĕмпех чарусăр чĕрчуна - качакана пула. Витерен кăларнă вăхăтра хайхискер алăка вирлĕн пырса тăрслаттарнă та ватă  çынна икĕ метра яхăн вăркăнтарнă.

- Ун чухне çав тери йывăр килнĕччĕ аннене, - калаçăва хутшăнать хĕрĕ. - Темиçе уйăх маларах кăна атте, сакăрвун тăххăра икĕ эрне çитеймесĕр, вилсе кайнăччĕ. Тухтăрсем пире анне те çур çултан ытла пурăнаймасть тесе асăрхаттарнăччĕ. Ăçтан тухрĕ-ши вăй-халĕ; Тĕлĕнмелле, анчах пурпĕр ура çине тăчĕ вĕт. Малтан пуканран тытса утма хăнăхрĕ. Халĕ туясем пулăшнипе хăех çÿрет: çулла  пахчана та, урама та тухать. Пĕр минут та ĕçсĕр ларасшăн мар.

Федора Григорьевнăна мĕнле майпа шофер пулса тăни пирки каласа кăтартма ыйтатăп. Кинемей калаçăва аякран пуçларĕ.

- Эпĕ халĕ Красноармейски районне кĕрекен Туçи Чуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, - терĕ вăл. - Эпĕ - асли. Йăмăкпа тата икĕ шăллăмпа пĕрле пĕчĕкрен кил-тĕрĕшре пулăшнă. Тĕреклĕ хуçалăх тытнă аттепе анне. Анчах вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче, «кулак» тесе, пирĕн пурлăха  пĕтĕмпе тенĕ пекех туртса илчĕç. Çакăн хыççăн атте ĕмĕрне те колхозра кĕместĕп тетчĕ. Тепĕр темиçе çултан мана Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен: «Колхоза кĕменнисен ачисене вĕренме  илместпĕр», - тесе кирлĕ хутсене тавăрса панă хыççăн тин, хăйĕн ачисен малашлăхĕшĕн шутланипе, ирĕксĕрех колхоза çырăнчĕ. Çитес çул пурпĕр агронома вĕренме кĕретĕпех тесе хавхаланнăччĕ. Анчах шăпа урăхларах килсе тухрĕ.

Хăйсене «кулак» тесе нимсĕр-мĕнсĕр тăратса хăварнă пулин те Хветура колхоза чуна парса ĕçленĕ, ялан малта пынă. Çурла уйăхĕн вĕçнелле правлени ларăвĕ вунçиччĕ те тултарайман Федора Григорьевнăна Канаша шофера вĕренме яма йышăннă. Вăтăр сакăр çынлă ушкăнра пĕр хĕр кăна пулнă. Пурте çартан таврăннăскерсем, 25-30 çулхисем.

- Вĕсем мана питĕ ăшшăн йышăнчĕç. Вырăсла пĕлменскерне занятисенче нумай пулăшрĕç. Ан вăтан, пĕлменнине ыйт, тетчĕç. Шофер ĕçне вĕсем пекех хăвăрт хăнăхса пытăм, - аса илÿ авăрне путрĕ юбиляр. - Икшер эрнерен, занятисем хыççăн, çирĕм пиллĕк çухрăмри яла çуран утаттăм.

Курссенчи вĕренÿ вăхăчĕ вĕçленсен шофер удостоверенине илме пурне те  Шупашкара лартса кайнă. Çак саманта Федора Григорьевна халĕ те лайăх астăвать. Хаклă документа параканĕ Петушков автоинспектор пулнă.

- Шоферта ĕçлеме ирĕк паракан çак удостоверение пĕрремĕш чăваш хĕрĕ илме тивĕç пулчĕ, - пĕлтернĕ вăл.

1936 çулхи çуркунне Федора тăван ялĕнчи «Правда» колхозра шоферта ĕçлеме тытăннă. Машинăсем районĕпе те иккĕ-виççĕ кăна пулнă. Çулталăкран хĕре МТСа куçарнă. Федорăна ГАЗ-АА автомашинăна, халăхра «полуторка» текенскерне, çирĕплетсе панă. Канашран Шăхасана пичкесемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарнă. Кун каçиччен улттă-çиччĕ хутлама ĕлкĕрнĕ. Ку кăна мар, М-1 текен çăмăл машинăпа çÿрекен пулман пирки руль умне каллех унăн ларма тивнĕ.

Ĕçпе ăçта кăна çитме , мĕн кăна турттарма тÿр килмен-ши хĕр-шофера; «Халăх тăшманĕсене» те  турттарма лекнĕ. Синкерлĕ 1937 çул Федорăшăн ытла та канăçсăр килнĕ.

1939 çул вĕçĕнче, финсемпе вăрçă пуçланса кайсан, Ф.Григорьева чутах унта лекмен. Грузсем турттармалли машинăсене шоферĕсемпе пĕрле фронта яма çар комиссариатне хушу килнĕ. Федора та хăйĕн «полуторкипе» вĕçтерсе çитнĕ. «Çук, хĕрсене вăрçа илсе каясси пирки хушу пулман», - тенĕ çар комиссарĕ.

Машинине вăрçа илсе кайнă хыççăн Федора хăйне çунатсăр кайăк пекех туйнă. Шоферта ĕçленĕ тăватă çул хушшинче вăл районта  чи ятлă-сумлă çын пулса тăнă. Ăна  парти ретне йышăннă, ял-йыш  райсовет депутатне суйласа пысăк чыс  тунă.

1940 çулхи июлĕн 6-мĕшĕ. Çак кун Федора Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Никифор Ивановпа, çартан таврăннăскерпе,  пĕр çемье чăмăртанă. Ĕнерхи шофер тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран ирсĕр вăрçă йăтăнса тухнă. Федора мăшăрне те  фронта илсе кайнă. Кĕçех ывăлĕ- Валера - çуралнă. Апла пулин те Федора Григорьевна колхозри пĕр ĕçрен те юлман. 1944 çулта Чурачăк районне туса хурсан, ăна, депутат пулнă май, райсовет ĕçтавкомĕн президиумĕн членне суйланă, социаллă пулăшу пайне ертсе пыма  шаннă. Яла эрнере пĕрре - вырсарникун - кăна килсе кайнă. Валерăна ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕсем пăхнă.

Телее, мăшăрĕ вăрçăран чĕрĕ-сывах таврăннă. 1946 çулта Никифор Ивановича Вăрнара, çар комиссариатне, ĕçлеме янă. Федора Григорьевна çĕнĕ çĕрте те хăйне чи ырă енчен кăна кăтартнă. Ăна «Колхозниксен çурчĕн» заведующине лартнă. Вăрнара килекен-каякансем çĕр каçнă кунта. 1964 çулччен пĕр улшăнмасăр ертсе пынă туслă коллектива.  Поселокра кирпĕчрен икĕ хутлă хăна çуртне çĕклесе лартсан, Федора Григорьевна тăватă çул унăн директорĕнче тимленĕ. Халĕ çак çуртра вуншар коммерсант сутă тăвать. Пысăкрах пенси илес ĕмĕтпе вăл хими заводне, пакетсем хатĕрлекен цеха, вырнаçнă. Кĕçех бригадира çитнĕ. Çулталăкран ăна заводри ОРСăн столовăйне ертсе пыма шаннă. Кунта та ята яман. 1971 çулта госстрах агентне куçнă, тивĕçлĕ канăва тухсан тата çичĕ çул ĕçленĕ.

Федора Григорьевнăпа Никифор Иванович икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса  çитĕнтернĕ. Тăваттăшĕ те - Валерий, Галинăпа Раиса тата Владимир аслă пĕлÿ илнĕ. Шел, вунпĕр çул каялла асли, Алма-Атара пурăннă Валерий, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

- Кăçал, августăн 1-мĕшĕнче, Алма-Атаран Олег, мăнукăм,Валерăн ывăлĕ,  мăшăрĕпе Ольгăпа тата ачисемпе - Стасикпа тата Маринăпа персе çитрĕç, - Федора Григорьевнан пичĕ-куçĕ савăнăçпа çуталать. - Вунпĕр çул курманччĕ вĕсене. Темĕн тĕрлĕ парне илсе килнĕ. Эсир хăвăр маншăн ылтăнран хаклă парне тесе çупăрларăм тĕпренчĕкĕмсене. Мăнукăн ачисем иккĕшĕ те Францире вĕренеççĕ. Пирĕн - мăн аслашшĕпе асламăшĕн - несĕл тымарĕсемпе  питĕ кăсăкланчĕç.

Тăхăрвуннă тултарнă май Федора Григорьевнăна ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пухăнса ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх суннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;