Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ГАЗОВИКСЕМ - КĂÇАЛХИ ЧЕМПИОНСЕМ

Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун волейбол енĕпе районта мала тухассишĕн арçынсен тăхăр команди - «Янгорчино» хуçалăх, 29-мĕш професси училищи, «Вурнарымежрайгаз» предприяти, Калининăри тата Малти Ишекри вăтам шкулсем, Малти Ишек ял çамрăкĕсем, ял хуçалăх техникумĕ, район администрацийĕ, Вăрнарти «Юлташсем»  команда - ăмăртнă.

Икĕ кунхи хĕрÿ вăйăсенче финала тăватă команда тухнă. Газовиксемпе район администрацийĕн ĕçченĕсен тĕл пулăвĕ уйрăмах çивĕч иртнĕ. Икĕ команда та вăйлă, пĕрре мар республика чемпионĕсем ята тивĕçнĕ. Ку хутĕнче çапах та «Вурнарымежрайгаз» каччисем правуртарах пулнă, юлашки сета 18:16 шутпа вĕçлеме пултарнă. Çĕнтерÿçĕ-командăра - Владимир Иванов, Дима  Паймулкин, Алексей Шоркин, Александр Михайлов, пĕртăван Григорийпе Юрий Романовсем, Владимир Нестеров.

Район администрацийĕн команди пĕлтĕрхи пекех - кĕмĕл призер. Виççĕмĕш вырăнта - Вăрнарти шкулсенчен вĕренсе тухнă çамрăксен «Юлташсем» пĕрлештернĕ команди. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ.

Çак ăмăрту чи пултаруллă волейболистсене те палăртма май панă. Районăн пĕрлештернĕ команди паян акă Шупашкара - Чăваш ен чемпионатне - тухса кайнă. Пĕрремĕш лигăпа пирĕн волейболистсем тĕп хулари «Лидер» командăпа тĕл пулаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;