Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыран - Туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери кун

Табак çулçинче чи сиенлĕ алкаидсенчен пĕри - никотин - пур. Вăл ÿсентăранăн тымарĕнче пухăнать, унтан ытти пайсене, çав шутра çулçăсем çине те, куçать. Табакăн тĕрлĕ сорчĕсенче никотин 0,3-рен пуçласа 7 процент таран, йÿнĕ сортсенче - ытларах та. Туртнă чухне никотин организма лекет. 30-60 миллиграмм никотин çынна вĕлерет, 5-6 миллиграмм вăйлă наркăмăшлатать.

Никотин нерв системине аркатать, органсене сиенлет. Пĕчĕк дозăпа вăл нерв системине тапратса ярать, пысăк дозăпа хуçлатса лартать - çын сывлама пăрахать, чĕре чарăнса ларать.

 

* * *

 

Раççейре арçынсен 75 проценчĕ тата хĕрарăмсен 21 проценчĕ пĕрмай туртаççĕ.

 

Г.Николаев, 52 çулта, Вăрнар:

- Чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки илтмен мар, анчах та вăл инкек патне илсе çитернине хам çинче тÿсмесĕр темшĕн маларах ăнкарса илмен-çке. Çăмăлттайлăх мар-и; Арăм та, аннем те пĕрре мар вĕрентсе ятламан. Вунултă çултан пĕр чарăнмасăр паклаттартăм чĕлĕме... Инсульт пулнă хыççăн кăна тăна  кĕтĕм. Çак усал  йăлах сывлăха хавшатрĕ. Каярах пулин те туртма пăрахрăм. Халĕ эпĕ çулталăк ытла ĕнтĕ çăвара чĕлĕм хыпмастăп. Сывлама та çăмăл, пурнăç та илемлĕрех курăнать, укçа та перекетленет. Инкек килсе çапиччен пурне те  çак сиенлĕ йăларан хăтăлма сĕнетĕп.

 

И.Макарова, 25 çулта:

- Вĕреннĕ чухне пĕр пÿлĕмре пурăнакан хĕр туртатчĕ. «Чунра йывăр чухне пулăшать», - тетчĕ. Сехет те иртмест - пирусне каллех чĕртсе яратчĕ. Сивлеместĕп, темшĕн килĕшетчĕ те. Чÿрече янаххи çине хăпарса ларатчĕ те васкамасăр ĕметчĕ çав наркăмăшлă япалана. Эпĕ те çăвара чиксе пăхнăччĕ чĕлĕме. Тÿрех чыхăнса кайрăм. Юрать-ха, сиенлĕ йăла манран вăйлăрах пулаймарĕ. Сывлăх маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта.

 

Константин (48 çулта), шофер:

-  Эпĕ пируса пĕрремĕш хут çăвара 15 çулта хыпрăм. Килĕшменрен тÿрех каялла сурса кăлартăм. Юлташсем тепĕр пирус тыттарчĕç. Пĕчĕккĕн чĕлĕм туртма  хăнăхса пытăм... Сиенлĕ йăла тыткăнĕнче 33 çул ĕнтĕ. Юлашки 2 çулта сывлăх хытах хавшарĕ. Эх, яш вăхăта каялла тавăрасчĕ! Интересшĕн те, туссене итлесе те чĕлĕме çăвара хыпмăттăм. Çичĕ виç те пĕрре кас тесе ахальтен каламан. Вăй, чăтăмлăх çитерсе çывăх вăхăтра туртма пăрахасшăн.

 

Алексей (20 çулта), студент:

-  Эпĕ çăвара пирус хыпма шутламасăп та. Мĕн ачаранах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнатăп. Спортпа туслă. Хама ырă тĕслĕх кăтартакансене - аттепе пиччене - пысăк тав сăмахĕ калатăп. Мана уйрăмах «пирус паклаттаракан» хĕрсем шухăша яраççĕ. Вĕсем пулас амăшĕсем-çке. Тупа тăватăп: сывă пурнăç йĕркине пăхăнман хĕре эпĕ нихăçан та качча илместĕп.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;