Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паха вăрлăхран - лайăх тухăç

Йăлана тытса пырса кăçал та ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен професси уявĕнче уй-хир культурисен куравне йĕркелерĕç. Унта Вăрнарти  сортсем сăнакан участокра çитĕнтернĕ çимĕçсем тĕп вырăн йышăнчĕç. Тĕш тырă, тритикале, çĕр улми, сахăр кăшманĕ... ăнса пулни куç умĕнчех. Акă, сăмахран, «Марс» çĕр улмин тухăçĕ - 502 центнер! «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕн филиалĕнче - Вăрнарти сортсем сăнакан участокра - тимлекенсем яваплăха туйса ĕçлени куç кĕрет.

- Пирĕн тĕллев вăл - хамăр тăрăхри çутçанталăк условийĕсенче çитĕнме пултаракан тухăçлă сортсене тупса палăртасси, - терĕ Валентина Николаевна Егорова заведующи.

Вăрлăх пахалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Валентина Николаевна каланă тăрăх, ял хуçалăх культурисен тухăçĕн 20-25 проценчĕ мĕнле сорт акнинчен-лартнинчен килет. Кăçал сортучастокăн 4 гектара яхăн сăнав делянкинче кĕрхи туллăн 23 сортне, ырашăн - 6, кĕрхи тритикален - 8, çурхи туллăн - 27, сĕллĕн - 15, урпан - 14, викăн - 4, пăрçан - 17, хура туллăн - 8, вирĕн - 4, сахăр кăшманĕн - 5, кукурузăн - 4, çĕр улмин - 39 сортне çитĕнтернĕ. Культурăсене 3-5 çул сăнанă-тĕпченĕ хыççăн сортучастокра тимлекенсем кĕрхи туллăн «Лавина», «Безенчукская-616», çурхи туллăн «Свеча», «Симбирцит», ырашăн «Татьяна», урпан «Бином», çĕр улмин «Ладожский», «Спарта», «Чайка» сорчĕсене 2009 çулта хамăр тăрăхра акма-лартма сĕнеççĕ. Вĕсен тухăçĕ пысăк, чир-чĕр ереслĕх пĕчĕк.

Вăрнарти сортсем сăнакан участокăн ĕçченĕсем Светлана Алексеева, Тамара Ваганина, Валентина Егорова çĕр улмие алăпах кăларнă. Капла тĕрлĕ вăрлăха тирпейлĕн, пĕр-пĕринпе хутăштармасăр пухса кĕртме пулать. «Эпир сортучастокăн «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче ĕç вĕçлемесĕр килти çĕр улмие кăлармарăмăр, - пĕлтерчĕ заведующи.

Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене епле хисеплемĕн;! Сăнав участокĕ продукци валли те çуллен ял хуçалăх культурисем çитĕнтерет. Кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 74,7 гектар, çĕр улми 9,5 гектар  йышăннă. Кашни гектар пуçне уй-хир ылтăнне 36,1 центнер, «иккĕмĕш çăкăра» 444 центнер пухса илнĕ. Сортучасток коллективĕ уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама пулăшнăшăн «Янгорчино» кооперативăн ертÿçине Геннадий  Романова тав тăвать.

Техникăсăр малашлăх çук. Сортсем сăнакан участокăн машинăпа трактор паркĕ нумаях пулмасть мотоблокпа, косилкăпа пуянланнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;