Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПОЧТА УРЛĂ - ХĔЛ МУЧИ САЛАМĔ

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче Раççей Почти «Хĕл Мучирен - салам» Çĕнĕ çул акцине старт панă. Чăваш енри мĕнпур почта çыхăнăвĕнче хăвăрăн ачăрсем, çывăх çыннăрсем, юлташăрсем валли хĕллехи асамçă саламне заказ пама пулать.

Ачасене кăна мар, аслисене те савăнтарма пултаракан парнесен ассортименчĕ пысăк, суйласа ил: ятран çыру е парне.

Кĕçĕннисене кĕнеке-мозаика, кăшт аслăраххисене çемçе тетте савăнтарĕ. Живопись валли чăн-чăн пирпе çуллă сăрăсен пуххи тата гель-çуртасем, ăсталамалли набор - йăлана кĕнĕ тăрăх «Хĕл Мучи сюрпризĕ» - пур ÿсĕмри çыншăн та кăсăклă  пулĕ.

Заказ пама çав тери ансат. Почта уйрăмĕнче ятарлă бланка çырса тултармалла та тивĕçтерÿ ĕçĕшĕн тÿлемелле кăна.

Парне-çырусемпе посылкăсене регистрацилеççĕ. Раççей Почтин сайчĕн ятарлă сервисĕ пулăшнипе квитанци çинчи штрих-кодри вунă цифрăллă номер тăрăх заказ хăш тапхăрта пулнине те пĕлме пулать.

Хĕл Мучи саламне декабрĕн 20-мĕшĕччен заказ тума пулать.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;